Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Уявсен тапхăрӗ пуçланнă

Май уйăхӗнче вырăссен «Каравонӗ» республикăри халăхсен уявӗсен тапхăрне уçрӗ. Мероприятисен лаптăкӗсем кăçал Менделеевски, Лениногорск, Теччӗ, Мамадыш районсемпе Нурлат тата Çырчалли хулисем пулаççӗ: Июнӗн 3-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи Илнеть ялӗнче мари культурин «Семык» республика уявӗ иртет; Июнӗн 11-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мордовская Кармалка ялӗнче мордва (эрзя) культурин «Балтай» уявӗ; Июнӗн 24-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи...

Май уйăхӗнче вырăссен «Каравонӗ» республикăри халăхсен уявӗсен тапхăрне уçрӗ. Мероприятисен лаптăкӗсем кăçал Менделеевски, Лениногорск, Теччӗ, Мамадыш районсемпе Нурлат тата Çырчалли хулисем пулаççӗ:

Июнӗн 3-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи Илнеть ялӗнче мари культурин «Семык» республика уявӗ иртет;

Июнӗн 11-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мордовская Кармалка ялӗнче мордва (эрзя) культурин «Балтай» уявӗ;

Июнӗн 24-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи Енабердино ялӗнче удмурт культурин «Гырон быдтон» уявӗ;

Çав кунах (июнӗн 24-мӗшӗнче) Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче мордва (мăкшă) культурин «Валда шинясь» уявӗ;

Июлӗн 2-мӗшӗнче Çырчалли хулинче славян культурин «Иван Купала» уявӗ;

Июлӗн 8-мӗшӗнче Нурлат хулинче чăваш культурин «Уяв» республика уявӗ;

Уявсен тапхăрӗ июлӗн 14-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче крешӗн культурин «Питрау» уявӗпе вӗçленет.

Скептиксем чăвашсен Уявне тахçанах ыттисем пек кашни çул тӗрлӗ районсенчи ялсем тăрăх «çӳретмелле» теççӗ. Ун чух Тутарстанри чăваш ялӗсен сăн-сăпачӗ улшăннă пулӗччӗ, ытти районсенчи çынсем те халăх культури патне туртăннă пулӗччӗç хăть. Капла чапӗ те ирттерес нуши те нурлатсенче кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев