Сувар

Çутă сăнарӗ асра упранӗ

Çывăх тусăмăр, пултаруллă сăвăç, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Дмитрий Иванович ХРАМОВ вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Дмитрий Иванович çут тӗнчерен уйрăлни пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк çухату. Унăн çутă сăнарӗ, ырă ӗçӗсем, хастарлăхӗ яланах пирӗн асра упранӗ. ТР ЧНКА Канашӗ, ТР...

Çывăх тусăмăр, пултаруллă сăвăç, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Дмитрий Иванович ХРАМОВ вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Дмитрий Иванович çут тӗнчерен уйрăлни пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк çухату. Унăн çутă сăнарӗ, ырă ӗçӗсем, хастарлăхӗ яланах пирӗн асра упранӗ.

ТР ЧНКА Канашӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ.

Дмитрий Иванович Храмов 1937 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кӗрешӗн (Савгачево) ялӗнче çуралнă. 1952 çулта ялти шкулăн çичӗ класӗнчен вӗренсе тухнă, каярах, 1965 çулта ялтах вăтам пӗлӳ илнӗ.

Виçӗ çул Совет Çарӗнче связист пулса хӗсметре тăнă хыççăн килне пӗрремӗш класлă телеграфист пулса таврăннă. Чистайри 9-мӗш профтехучилищӗре электрик специальноçне илнӗ хыççăн тăван тата таврари ялсене электричество кӗртме хутшăннă. Каярах тăван колхозра электрикра вăй хунă. 1963 çулта авланнă, виçӗ çултан пурăнма Анат

Кама поселокне, каярах хула ятне илнӗскере куçнă. Унта Шина завочӗпе НКНХ производство пӗрлешӗвӗсенче ӗçлесе ăмăртусенче çӗнтерсе пынă,

«За доблестный труд» медале тивӗçнӗ. Мăшăрӗпе, Елена Михайловнăпа пӗрле пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Пушă вăхăтра Дмитрий Иванович нумай вуланă, сăвăсем, корреспонденцисем çырнă, «Ял пурнăçӗ», «Сувар», «Хыпар», «Нижнекамский шинник» хаçатсемпе çыхăну тытнă, Анат Камăри «Шăнкăрав» ансамбль тата « Тамаша» халăх театрӗн ӗçне хастар хутшăннă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: