Сувар

Хаçатра тӗрӗс мар пичетленӗ, пуху 10-мӗшӗнче пулать

Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет. Мӗншӗн йăнăшнă-ха хаçатра ӗçлекенсем? Мӗншӗн тесен...

Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет.
Мӗншӗн йăнăшнă-ха хаçатра ӗçлекенсем? Мӗншӗн тесен çак тӗлпулăва малтан мартăн 15-мӗшӗнче планланăччӗ, каярах унăн кунӗ маларах куçрӗ. Тепӗр сăлтав - уяв номерне питӗ васкаса кăларма тиврӗ. «Васкакан вакка сикет» текен каларăш кунта вырăнлă пулӗ. Çапах та тепӗр каларăша та манар мар: «Ӗçлемен çын кăна йăнăшмасть».

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: