Сувар

Сăмсине ытлашши каçăртнăшăн

ТР прокурорӗн аслă помошникӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ тăрăх, Елабугăри çынна интернетра тӗн пирки наци хирӗçӗвне хускатнăшăн явап тыттарнă. Следстви палăртнă тăрăх, 2015 çулхи июнь уйăхӗнчен пуçласа 2016 çулхи май уйăхӗччен 28-ти Руслан Нуртдинов хăйӗн компьютерӗ урлă Интернетри страницинче пӗр тӗн çыннисен ушкăнӗ ытти çинсенчен малта пыни çинчен пропоганда тунă иккен....

ТР прокурорӗн аслă помошникӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ тăрăх, Елабугăри çынна интернетра тӗн пирки наци хирӗçӗвне хускатнăшăн явап тыттарнă.
Следстви палăртнă тăрăх, 2015 çулхи июнь уйăхӗнчен пуçласа 2016 çулхи май уйăхӗччен 28-ти Руслан Нуртдинов хăйӗн компьютерӗ урлă Интернетри страницинче пӗр тӗн çыннисен ушкăнӗ ытти çинсенчен малта пыни çинчен пропоганда тунă иккен. Анчах та закон тăрăх Раççейре ун пек информаци сарма юрамасть. Çавăнпа Нуртдинова суд тăрăх айăпласа 2 çуллăха «условно» ирӗкне илеççӗ. Унсăр пуçне, ноутбукне туртса илсе патшалăх тупăшне яраççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: