Сувар

100 çулти театрăн пӗрремӗш утăмӗсем

(Евгений Турхан). Чăваш театрне пуçараканӗсенчен пӗри Кăнна Кушкинче çуралнă Иоаким Степанович Максимов Кошкинский. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен 1911 çулта вӗренсе тухнăскер вăл театр ӗçӗпе çамрăкранах кăсăкланма пуçланă. 1912 çултанпа Хусанти тӗрлӗ театрсен постановкисене статист пулса хутшăннă. 1918 çулта Хусанти илемлӗх шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Хусанта пурăнакан чăвашсене пуçтарса театр труппи йӗркеленӗ. Çав...

(Евгений Турхан). Чăваш театрне пуçараканӗсенчен пӗри Кăнна Кушкинче çуралнă Иоаким Степанович Максимов Кошкинский. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен 1911 çулта вӗренсе тухнăскер вăл театр ӗçӗпе çамрăкранах кăсăкланма пуçланă.

1912 çултанпа Хусанти тӗрлӗ театрсен постановкисене статист пулса хутшăннă. 1918 çулта Хусанти илемлӗх шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Хусанта пурăнакан чăвашсене пуçтарса театр труппи йӗркеленӗ. Çав çулах январӗн 27-мӗшӗнче вăл А.Н.Островский пьесипе чăвашла пирвайхи спектакль - «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» лартнă. Шăпах çак куна чăваш профессилле театрӗ пуçланнипе çыхăнтараççӗ. Максимов-Кошкинский çӗнӗрен йӗркеленӗ чăваш театрӗн тӗп режиссерӗ (1925-32), «Чувашкино» тата «Востоккино» студисен режиссерӗпе актерӗ (1925-32) пулнă.

Труппа артисчӗсен хушшинче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче çуралнă Георгий Васильевич Тал-Мăрсана (Зайцева) та асăнмалла. Пулас драматург, поэт, куçаруçă, режиссер, публицист та Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Юлашки класран ăна империализм вăрçине илсе кайнă.1917-1921 çулсенче Хусанта çурçӗр-хӗвелтухăç этнографипе археологи институтӗнче вӗреннӗ. Театра пуçаракансенчен пӗри, унăн артисчӗ, театр труппин режиссерӗ. 40 ытла пьеса, çав шутра Ф. Шиллер, В. Гюго, Ж.Б. Мольер, А.Н. Островский, А.П. Чехов тата ыттисен хайлавӗсене чăвашла куçарнă.

Театр йӗркелекенсенчен тата тепри - хальхи Куславкка районне кӗрекен Кутемер ялӗнче çуралнă Петр Осипов. 1918-1920 çулсенче вăл театрта актер пулса ӗçленӗ, чылай спектакльсенче, çавăн пекех кăшт каярах чăвашсен пирвайхи кинокартининче - «Хура юпа» фильмра Тевлет рольне вылянă.

Петр Осипов театр Шупашкара куçсан та унпа тачă çыхăну тытнă. Унăн тӗп ролӗсем: Н.Гоголь (Подколесин - «Женитьба», Осип - «Ревизор», Ф.Шиллер (Миллер - «Коварство и любовь», Ф.Павлов (Ухтеркке - «Судра») тата ыттисем. 1927-1930 çулсенче вăл чăваш драма театрӗн тӗп режиссерӗ пулнă.

Литературăпа 1916 çултанпа ӗçлет. Драматург тата прозаик. 20 ытла пьеса çырнă. Вӗсенчен чи паллисем: «Икӗ каччăн пӗр шухăш», «Кукар», «Ылханлă йăх», «Айтар». Драматург ӗçне вăл врач ӗçӗпе çыхăнтарса пынă.

Малтанхи виçӗ уйăхра Хусанта труппа 6 спектакль лартнă. Çав шутра чăваш драматургӗн Михаил Федорович Акимовăн «Вăхăтсăр вилĕм» драмине.

Малтанласа коллектив «Чăваш драми» ятлă пулнă, унтан ячӗ «Чăваш совет куçса çӳрекен театрӗ» ятпа улшăннă. 1920 çулта театр Шупашкара куçса кайнă. Унăн репертуарӗ чăваш драматургӗсемпе вырăс классикин куçарăвӗсенчен тăнă. Спектакльсене чăвашла вылянă. Çавăнпа пӗрлех чăваш драматургийӗ Хусанта чăваш театрӗ йӗркелениччен чылай маларах аталанма пуçланине палăртмалла. Революциччен пурăннă чылай чăваш çыравçисем, ватă çынсем шкулсенче ачасен вăйӗпе спектакльсем лартнине аса илеççӗ. Хусанта чăваш чӗлхипе спектакль чи малтан 1906 çултах лартни паллă. Вак халăхсен Хусанти учитель семинарийӗнче вӗренекенсем Мольерăн «Скупой» пьеси тăрăх лартнă «Хытă» спектакль çакă. Куçаруçи - çак семинарире вӗренекен 17 çулти Турхан Энтри. Драматурги енӗпе автор малалла та ӗçленӗ. Темиçе çултан хăй те «Тӗпсакай» драма çырнă. Ăна революци хыççăнах Пушкăртстанри Трепьел ялӗнчи çамрăксем тата ытти çӗрте лартни паллă.

Пӗр сăмахпа каласан, Хусанти чăваш театрӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк. Вăл чăвашсен театра юратакансен драматургине профессионаллă шая çӗкленӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: