Сувар

25 çул шыравра

(Н. Кондрашкин. Н. Казаков архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Мартăн 24-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Чăваш кил-çурчӗ» наци комплексӗнче Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă турӗç. Аса илтеретпӗр, И.Я.Яковлев ячӗллӗ çутӗç пӗрлӗхӗн (ертӳçи И.С. Кирюшкин) тата РФ Чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗн (ертӳçи В.П. Станьял) пуçарăвӗпе ăна малтан филиал пек йӗркеленӗ. Филиалăн ертӳçи Николай...

(Н. Кондрашкин. Н. Казаков архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Мартăн 24-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Чăваш кил-çурчӗ» наци комплексӗнче Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă турӗç. Аса илтеретпӗр, И.Я.Яковлев ячӗллӗ çутӗç пӗрлӗхӗн (ертӳçи И.С. Кирюшкин) тата РФ Чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗн (ертӳçи В.П. Станьял) пуçарăвӗпе ăна малтан филиал пек йӗркеленӗ. Филиалăн ертӳçи Николай Казаков çине тăнипе каярах Ульяновск облаçӗнчи таврапӗлӳçӗсен канашӗ пулса тăнă. Чӗмпӗр таврапӗлӳçисен обществи кӗçех шырав ӗçӗсене облаçре кăна мар, кӳршӗллӗ Тутарстан Республикинче те пуçарнă. Таврапӗлӳçӗсен канашӗн никӗсӗнче çаплах Чăваш халăх академийӗн филиалӗ те йӗркеленнӗ. Канăçа пӗлмен таврапӗлӳçӗсем акă ӗнтӗ 25 çул историпе этнографие, паллă чăвашсен биографине, чăваш ялӗсен историне тӗпчеççӗ.

Мартăн 24-мӗшӗнче таврапӗлӳçӗсем чи малтан Тимӗрçен ял хутлăхӗнче тӗл пулчӗç. Йӗркелӳçӗсем тӗлпулу валли çак тăрăха пӗр ахаль суйламан. Шăпах 146 çул каялла Иван Яковлевич хăйӗн пӗрремӗш вӗренекенӗпе Алексей Рекеевпа пӗрле Вăтам Тимӗрçен шкулне пӗрремӗш чăваш букварьне тӗрӗслесе пăхма килнӗ. Çавăнпа чăваш çырулăхӗ Чӗмпӗр çӗрӗ çинче çуралнă тесе çирӗплетсех калама пултаратпăр. Иван Яковлевич Яковлевăн Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ паянхи кунчченех Раççей вӗрентӗвӗн уникаллă пулăмӗ шутланать. Пултаруллă çӗр-çӗр çынна вӗрентсе кăларнă вăл. Вӗренекенӗсем тӗнче тăрăх саланнă.

Иван Яковлевăн 170 çулхи юбилейӗ тӗлне Чăваш халăх академийӗ Иван Яковлевăн, Алексей Рекеевăн тата Илпек Микулайӗн асăнмалăх медальне хатӗрленӗ. Чăваш таврапӗлӳçисен пухăвӗнче пӗр саслăн пулса Алексей Рекеевăн медалӗпе Чăваш таврапӗлӳçисен канашӗн йӗркелӳçине, Чăваш халăх академийӗн хисеплӗ президентне Виталий Станьяла чыслама йышăнчӗç.

Кăнтăрла таврапӗлӳçӗсем Ульяновск хулинелле васкарӗç. Унта Ульяновск облаçӗн ЧНКА Канашӗн председателӗ Олег Мустаев кӗтсе илчӗ. «Чăваш кил-çурчӗ» наци комплексне кайиччен малтан пурте пӗрле И.Яковлевăн палăкӗ умне чечек хучӗç, И.Я.Яковлевăн музейӗнче пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: