25-мӗшӗнчен ятарлă режим

МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать. Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă...
МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать.
Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть.
Вырăнти влаçа республика территорине çӳп-çаппа типнӗ курăкран тасатма, шыв парса тăракан оборудованисен юсавлăхне тӗрӗслеме, пушар тухас хăрушлăхлă ӗçсене чакарма хушнă.
Режима пăссан граждансене 2000 - 4000, должноçри çынсене 30 000- 40 000, предприятипе организацисене 200 000 - 400 000 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
18 мая 2022 - 18:43Тӑххӑрмӗш класс пӗтерекен ачасенчен питӗ сахалӑшӗ тӑван чӗлхепе экзамен тытма шутланӑ Тутарстанра вӗсем кӑҫал 1371-ӗн пулнӑ: 73-ӗн чӑваш чӗлхипе экзамен тытнӑ, 21-ӗшӗ удмурт, 14-шӗ мари, ыттисем тутар чӗлхипе5700
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.15501
-
18 мая 2022 - 09:09Представители АО «Транснефть – Прикамье» провели профориентационные мероприятия в г.Ижевске Специалисты АО «Транснефть – Прикамье» провели серию мероприятий по привлечению перспективных кадров из числа студентов Ижевского промышленно-экономического колледжа и Ижевского индустриального техникума им. Е.Ф. Драгунова.12800
-
18 мая 2022 - 08:04Ҫутӗҫ министерстви шкулсенче юлашки шӑнкӑравсене онлайн тума сӗнмест Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви шкулсене юлашки шӑнкӑравсемпе выпускнойсене малтанхи пек линейкӑсем туса ирттерме сӗнет. Ҫакӑн ҫинчен ведомствон ертӳҫи Сергей Кравцов пӗлтернӗ11900
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.49600
-
29 апреля 2022 - 11:19Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăрЫрă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!47502
-
22 апреля 2022 - 20:22Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Раиса Николаевна ИЛЬГУЗИНĂНА 70 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян, ӗмӗрӳ вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.47201
-
16 мая 2022 - 13:43Сабантуйсен кунӗсем паллă Тутарстан Республикин Президенчӗ республикăра 2022 çулта Сабантуйсем хăçан ирттересси пирки указ кăларнă.43600
-
16 мая 2022 - 12:34Республикăра 120 ытла цифрăллă мероприяти ирттерме палăртнă Айрат Хайруллин Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗн тӗп пулăмӗсем çинчен каласа панă30100
-
16 мая 2022 - 09:51Пӗр мура çӗнтерсе пӗтереймерӗмӗр, пире ӗнтӗ тепринпе хăратаççӗ Тутарстанра холера сарăлни пирки калакан хыпара Роспотребнадзор фейк тесе пӗлтернӗ26700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика