Сувар

Ăçтан пулса кайнă кăчкă уявĕ?

«Вербное воскресенье» уявĕ Мăнкун умĕн пĕр эрне маларах пулать. Кашни çул Мăнкун расна кунсене лекнинчен, çак уяв та пĕр кунпа тÿр килмест. Тĕслĕхрен, кăçал кăчкă кунне паяна (апрелĕн 9-мĕшĕнче) палăртнă. Анчах та çак уяв ăçтан пулса кайнă-ши? Христианлăх ăнлантарăвĕ тăрăх, пирĕн эрăчен 30-мĕш çулта Иерасулим таврашĕнче чирлисене сыватакан, вилнисене чĕртекен...

«Вербное воскресенье» уявĕ Мăнкун умĕн пĕр эрне маларах пулать. Кашни çул Мăнкун расна кунсене лекнинчен, çак уяв та пĕр кунпа тÿр килмест. Тĕслĕхрен, кăçал кăчкă кунне паяна (апрелĕн 9-мĕшĕнче) палăртнă. Анчах та çак уяв ăçтан пулса кайнă-ши?
Христианлăх ăнлантарăвĕ тăрăх, пирĕн эрăчен 30-мĕш çулта Иерасулим таврашĕнче чирлисене сыватакан, вилнисене чĕртекен çын пирки сас-хура çÿренĕ. Ку сас Иисус Христос пирки пулнă иккен. Шăп çав кун Иисус Христос хулана ашак çинче ларса кенĕ. Енчен те хула влаçĕсем пăшăрханса ÿкнĕ, хăйсен пĕлтерĕшнĕ çухатма хăранă пулсан, халăх хаваслансах кĕтсе илнĕ. Унăн иртекен çулĕ çине хисеп туса пальмăн çулсисене сарнă.
Пирĕн çĕршывра пальма ÿсменнине кура чиркÿ ун вырăнне кăчкă илме шут тытнă. Мĕншĕн тесен вăл чи малтан çуркуннене кĕтсе илекен йывăç. Çавăнпа ĕнтĕ ку уява «Вербное Воскресенье» ят панă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: