Сувар

Африкари хӗрарăма Хусанти чиркӳсем тӗлӗнтернӗ

Футболпа Конфедераци Кубокĕ пуҫланиччен 100 кун юлнӑ ятпа Сенегал хулинче пурăнакан ФИФА секретарӗ Фатма Самура Санкт-Петербурга килнӗ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх 21 ҫул хушшинче вăл СССРӑн республикисем пулнă Таджикистан, Киргизи, Казахстан тата ыттисем тăрăх сахал мар ҫӳренӗ. Анчах та Раҫҫейре пӗрре те пулман. "Паян манӑн сирӗн ҫӗршывӑра килсе курас ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ....

Футболпа Конфедераци Кубокĕ пуҫланиччен 100 кун юлнӑ ятпа Сенегал хулинче пурăнакан ФИФА секретарӗ Фатма Самура Санкт-Петербурга килнӗ.
Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх 21 ҫул хушшинче вăл СССРӑн республикисем пулнă Таджикистан, Киргизи, Казахстан тата ыттисем тăрăх сахал мар ҫӳренӗ. Анчах та Раҫҫейре пӗрре те пулман.
"Паян манӑн сирӗн ҫӗршывӑра килсе курас ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ. Паллах Раҫҫейӗ ҫитсен кашни ҫыннӑнни пекех, тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралчӗҫ. Пӗрремӗш шухӑш Раҫҫей ҫӗршывĕн масштабӗ пирки, иккӗмӗшӗнчен вара мана культура тӗлентерчӗ. Тӗслӗхрен, Хусанти тӗнпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру питӗ кӑсӑклантарчӗ. Мечӗтсем, чиркӳсем пӗр вырӑнта юнашар вырнаҫнине, пӗр-пӗрне чӑрмантарманнине курма питӗ кӑмӑллӑ",- тесе пӗлтернӗ Самура.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: