Сувар

Ахаль çынсем пӗр-пӗрне ытларах ăнланаççӗ

(Ирина Трифонова). Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче Тăван чӗлхе кунне палăртрӗç. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ ку хутӗнче тимлӗхе Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкон творчествипе кун-çулне тимлӗхе илчӗ. Яланхи пекех вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуласа пачӗ. Украинсен наципе культура автономийӗ мероприятие тӗплӗн...

(Ирина Трифонова). Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче Тăван чӗлхе кунне палăртрӗç. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ ку хутӗнче тимлӗхе Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкон творчествипе кун-çулне тимлӗхе илчӗ. Яланхи пекех вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуласа пачӗ.

Украинсен наципе культура автономийӗ мероприятие тӗплӗн хатӗрленнӗ, активист­семсӗр пуçне вырсарни шкулне çӳрекен ашшӗ-амăшӗсем те хутшăнчӗç. Хăшӗ курав йӗркелеме пулăшнă, тепри каравай пӗçерсе килнӗ. «Вербиченька» украинсен юлташлăхӗн ертӳçи Евгений Савенко Тарас Шевченкон пурнăçӗ çинчен питӗ интереслӗ каласа пачӗ. Поэтăн шăпи чăнах та тумхахлă, ачаран нумай йывăрлăх тӳсме тивнӗ ăна. Телее, пурнăçӗнче сахал мар ырă çын тӗл пулнă. Санкт-Петербургра пурăннă вăхăтра Сташенко студент ăна ăнсăртран урамра ӳкернӗ вăхăтра асăрхать. Ку вăхăтра Тарас Шевченко крепостной хресчен шутӗнче пулнă-ха. Сташенко çамрăк çыннăн пысăк пултарулăх пуррине курса ăна помещикрен туянма шутлать. Çапла ентешӗсем тăрăшнипе Тарас Шевченкона 1838 çулта ирӗке кăлараççӗ. Шăп çак пулăма халалласа ирттерчӗ те ӗнтӗ Тăван чӗлхе кунне Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ.

Тӗнче литературине кӗнӗ хайлавсене кашни халăх хăй еткерӗ вырăнне йышăнать, çав шутра Тарас Шевченкон сăввисемпе ӳнер ӗçӗсене те. Сăмах май, Шевченко хăйне художник тесе шутланă, сăввисене чун туртнипе çырнă. Халăх вара ăна чи малтан поэт вырăнне хурса хаклать. Тарас Шевченкон сăввисене чăвашла куçарнă май, вăл кăмăлӗпе çирӗп, чунӗпе вара йăваш пулни палăрчӗ. Сăввисенче тăван çынсемпе тăван тавралăха чунтан юратни курăнать. Куçарнă чух чи кирли - сăвă интонацине упраса хăварасси. Вăл поэтăн сăвă çырнă чухнехи эмоцийӗсемпе туйăмӗсене палăртать. Ку йывăрах та пулмарӗ. Унăн сăввисен кӗвви тӗлӗнмелле майпа чăвашсеннипе пӗр килсе тăрать. Лирики чăваш поэчӗсенне çывăх.

Паллах, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн пӗр мероприятийӗ те чăваш уйрăмӗ хутшăнмасăр иртмест. Унăн ертӳçи Сильвия Чаркина каласа панă тăрăх, тăван чӗлхе кунне вӗсем тахçанах хатӗрленме пуçланă.

- Пӗлтӗр, астăватăр пулӗ, тăван чӗлхе кунне чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн 100 çулхи юбилейне халалларăмăр. Мӗнлерех хитре те чаплă ирттерсе ятăмăр ăна. Вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ унта хастар хутшăнчӗ. Хамăр та нихăçан та айккинче юлмастпăр. Эпир кунта пӗр çемьери пек пурăнатпăр, ют уявсем пирӗншӗн çук, - терӗ Сильвия Чаркина.

Тарас Шевченкон чăвашла сăввисене «Аталан» пӗрлӗхӗн активисчӗсем - Алена Гордеева, Анастасия Ильина, Наталья Кукушкина питӗ илемлӗ вуласа пачӗç.

Тӗрӗс, Украинăпа Раççей хутшăнăвӗсем паян кăткăс лару-тăрура пулсан та, ахаль çынсем пӗр-пӗрне ытларах ăнланаççӗ. Хусанти Туслăх çуртӗнче иртнӗ мероприяти те çавнах çирӗплетет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: