Сувар

Альшихри шкултан вӗренсе тухакансене Валерий Самаркин полковник саламлама килнӗччӗ

Акă кăçал та шкул пĕтерекенсемшĕн шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Альших вăтам шкулĕнче ку вĕрену çулĕнче тăван шкулпа 7 вĕренекен сывпуллашĕ. Юлашки шăнкăрав кунĕ вĕсемшĕн чăннипех те асра юлĕ. Шкул директорĕ М.В.Киргизова вĕренекенсене экзаменсене лайăх парса алла аттестат илме сунчĕ. Шкулта вĕренкенсем ытти çулсенчи пекех кăçал та вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тунă....

Акă кăçал та шкул пĕтерекенсемшĕн шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Альших вăтам шкулĕнче ку вĕрену çулĕнче тăван шкулпа 7 вĕренекен сывпуллашĕ. Юлашки шăнкăрав кунĕ вĕсемшĕн чăннипех те асра юлĕ. Шкул директорĕ М.В.Киргизова вĕренекенсене экзаменсене лайăх парса алла аттестат илме сунчĕ. Шкулта вĕренкенсем ытти çулсенчи пекех кăçал та вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тунă. Олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса çĕнтернĕ вĕренекенсене Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысларĕç. Олимпиадăсенче лайăх кăтартусем туса Альших шкулĕ районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пултаруллисем хушшинче 11 класс пĕтерекенсем Екатерина Арлановăпа Павел Павлов та пур. Юлашки шăнкарав кунĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант пулчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенсем И.П.Тимрякова, М.В.Киргизова, 11 класс ертӳçи С.А.Мукасева, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе С.В.Емельянова тухса калаçрĕç, пурне та ăнăçу сунчĕç. Районти çар комисссариачĕн пуçлăхĕ Р.Х.Тухфатулин вĕренкенсене экзаменсене ăнăçлă тытса пурне те асла пĕлӳ илме сунчĕ. Тăван шкула 30 çул каялла пĕтернĕ вĕренкенсем саламлама килни те питĕ хумхануллă пулчĕ. Емельянов Юрийпе Петрова Злата шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав пачĕç. Ыра çул сире, вăтам шкула вĕçлекенсем!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: