Сувар

Анатолий Князев: «Умра ырă малашлăх куратăп»

Чăваш Енри паллă ертӳçӗ, политик Анатолий Пантелеймонович Князев çинчен эпир пӗрре кăна çырман. Вăл ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Пăва районӗнче иртнӗ пысăк мероприятисенче хутшăнни, ку тăрăхри культурăпа вӗрентӳ учрежденийӗсене, Тутарстанри ЧНКА хастарӗсемпе «Сувар» редакцине тӗрлӗ енлӗн пулăшни çинчен чылайăшӗ лайăх пӗлет. Çавна май талантлă журналист, «Правда ПФО» интернет хаçатăн редакторӗ...

Чăваш Енри паллă ертӳçӗ, политик Анатолий Пантелеймонович Князев çинчен эпир пӗрре кăна çырман. Вăл ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Пăва районӗнче иртнӗ пысăк мероприятисенче хутшăнни, ку тăрăхри культурăпа вӗрентӳ учрежденийӗсене, Тутарстанри ЧНКА хастарӗсемпе «Сувар» редакцине тӗрлӗ енлӗн пулăшни çинчен чылайăшӗ лайăх пӗлет. Çавна май талантлă журналист, «Правда ПФО» интернет хаçатăн редакторӗ Александр Белов унран илнӗ интервью вулакансемшӗн кăсăк пулӗ тесе шутлатпăр.

- Анатолий Князева Коми Республикин ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрне лартни Чăваш Республикинчи хăш-пӗр политиксемшӗн уяр кун аçа çапнă пекех туйăнчӗ, - тесе палăртать автор. - Çавна май ун çинчен пӗлтерекен массăллă хыпар хатӗрӗсенче пӗлтерекен журналистсене айăплани те пулчӗ. Сăмах май каласан, маларах Чăваш Енӗн официаллă пуçлăхӗсем Коми Республикин юбилейне хутшăнасси, унта икӗ республика килӗштерсе ӗçлесси çинчен килӗшӳ тума хатӗрленни çинчен пӗлтерни те пурнăçа кӗмен.

- Тен, хăвăр мӗншӗн ЧР Патшалăх Канашӗнчи пысăк та яваплă ӗçрен ирӗксӗртен кайни çинчен кӗскен каласа паратăр?

- Манăн тӳрӗлӗх, чыспа тӗрӗслӗх хăш-пӗр ӗçтешсенех килӗшменнипе. Вӗсемшӗн, саккуна хирӗçле пулсан та хăйсен усламне (бизнесне) мала хуракансемшӗн, эпӗ влаçра пулни чăрмантарнă та пулӗ. Пӗрремӗш хут пăрма хăтланни усăсăр вӗçленсен те тепӗр тапăну пуласса туйса тăтăм. Нумай депутатсем, ӗçлӗ пуçлăхсем мана хӳтӗлессе пӗлсе тăнă пулсан та, хирӗçӗве кӗрес, парламентпа влаçра тавлашу хускатас килмерӗ. Уççăнах калатăп, мана Ульяновск облаçӗн ял хуçалăх министр должноçне сӗнни те пулчӗ. Самар облаçӗнчи туссем те (эпӗ унта виçӗ çул вӗреннӗ) çав ыйтăва хускатрӗç. Анчах маншăн Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ пулнă Николай Федоров сӗнӗвӗ килӗшерех пачӗ. «Атя, Коми Республикин вăхăтлăх пуçлăхне Сергей Гапликова пулăшар, -терӗ вăл куçран кăмăллăн пăхса. -Эсир пӗр-пӗрне лайăх пӗлнине шута илни те вырăнлă пулӗ...». Манăн унпа килӗшесси, тав тăвасси кăна юлчӗ. Мӗншӗн тесен, эпӗ Николай Васильевича чăваш халăхӗн чи пултаруллă ÇЫННИ вырăнне хуратăп. Шел, хăш-пӗр карма çăварсем ун пирки сивӗ сăмах сарни те пулкалать. Паллах, кам тӗрӗс, кам йăнăш иккенне вăхăт татса паратех.

- Çӗнӗ ӗçтешсем мӗнле йышăнчӗç?

- Сыктывкар çывăхӗнче пысăк ушкăнпа ăшшăн кӗтсе илчӗç. Правительствăн хула çумӗнчи резиденцине вырнаçтарчӗç. Тепӗр икӗ кунтан Сергей Гапликов çӗнӗ Правительство йӗркелнӗ чухне ман пирки çапларах пӗлтерчӗ: «Вăл Çурçӗрпе тайгара пурăнма тата ӗçлеме, Коми Республикине çӗнӗлӗх кӗртме хатӗр. Талантлă ертӳçӗ те, çут çанталăка юратакан та, упа тытакан та.»

Министрта нумаях ӗçлеместӗп пулсан та кунта хама тăвансем хушшинче пек туятăп. Чунра Шупашкарти е Кӳкеçри пекех. Пурте тӗл пулма, сăмах хушма, паллашма, кирлӗ çӗрте ырă сӗнӳсем пама тăрăшаççӗ.

- Эппин, ӗç, професси çинчен калаçар. Эсир нумай çул ял хуçалăхăлӗ Шупашкар районне ертсе пынă. Пӗрпеклӗхсем пур-и?

-Пур. Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси Чăваш Енри пекрехех. Апат никӗсӗнче кăна пысăк уйрăмлăх. Пӗрчӗллӗ культурăсем пӗрре те акманран (ăнмасть кунта вăл енӗпе) комбикорма пӗтӗмпех ютран туянма тивет.

Çав вăхăтрах кайăк-кӗшӗк ӗрчетесси ăнăçлă пырать. Зеленецки фабрики хăй кăна çулталăкра 20 пине яхăн тонна деликатес-какай туса илет. Пӗлтӗр 600 миллион тенкӗ таса тупăш илнӗ. Халӗ 25 пин сысна усрамалли комплекс тăвасси вӗçленсе пырать. Çутă кунӗсем (северное сияние пула) нумайраххипе çӗрулми лайăх пулать, гектартан 350-400 центнер тухать. Колорадо нăрри çукран плантацисене темиçе хут таптаса çӳреме, наркăмăш-имçам сапма кирлӗ мар. Çӗрулми экологи енчен таса пулни уйрăмах паха. Унăн лаптăкӗсене хăвăрт ӳстерме тӗллев лартрăмăр. Хăватлă крахмал завочӗ тăватпăр. Продукцине вырăнтах, республикăрах хутпа целлюлоза фабрикине вырнаçтарма май пур.

Кăçалах ку чухнехи сортлă çӗрулми вăрлăхӗсен пӗчӗк ушкăнне Чăваш Енри «Слава картофелю» холдингран (унăн ертӳçипе, пултаруллă Александр Капитоновпа пӗрлех предприяти уçас тӗллевсем те пур) илсе килсе акса хăвартăмăр.

- Чăваш Енпе ытти çыхăнусем те пур-и?

- Тен, «Чувашский бройлер» фабрикăпа ӗçлеме май килет? Вăл панкрута тухнине пӗлтӗмӗр те, çыхăнăва тухрăмăр. Унта манăн туссем пулнăран, фабрикăна илсе ура çине тăратас шухăш çуралчӗ. Вӗсен лавккисенче хамăрăн таса продукцие сутма май килмӗ-ши, тетпӗр. Фабрикăна кӗске вăхăтра чӗртсе тăратас майсем пирки пуç вататпăр.

- Комсомольскинчи пахча çимӗç типӗтекен предприяти пуррине, палах, лайăх пӗлетӗр. Анчах производство темшӗн малалла каймасть-ха.

- Пирте ун пек предприятисем çук мар. Пирӗн унта кăмпа-çырла нумай ăсатма май пур. Ăна пухса-вырнаçтарас енӗпе ӗçлекен уйрăм çын пӗр çу хушшинчех лайăх автомашина туянмалăх укçаллă пулать. Ку енӗпе Чăваш Ен предпринимателӗсемпе пӗрле ларса, ырă тӗллев патне тухма пулать пулӗ тетӗп.

- Сире, Çурçӗр çыннисене, теплица хуçалăхӗ ытларах та кирлӗ пулас?

- Çапла. Емва хули çывăхӗнче 33 гектарлă комплекс тума тытăнтăмăр. Тӗп инвестор - Краснодар предпринимателӗ. Ӗçе виçӗ тапхăрта, çулсерен вун пӗршер гектар лаптăк ӗçе ярса, татса парасшăн. Хальлӗхе мӗн палăртни ăнăçлăн пурнăçланса пырать.

- Комире эсир çур çул ӗнтӗ. Чăваш Енпе Комин пӗр-пӗринчен вӗренмелли пур-и?

- Кунта пиртинчен уйрăмми - икӗ хушма - наци тата промышленность, транспортпа энергетика министерствисем пурри. Аграри отрасльне илес пулсан, районсенче унăн виç-тăватă çынран тăракан пайӗсем пур.

Республика территорийӗ пысăк пулнăран ертӳçӗсемпе специалистсем пысăк мар самолетсемпе (вӗсене эпир «Газельсем» тетпӗр) тухса çӳреççӗ. 25 вертолет та пур. Танлаштарса пăхма: Сыктывкартан манăн тăван яла - Апаша - кайма 820 километр пухăнать, хамăр республикăри Воркутана самолетпа çитме (унта автоçул çук) 1000 километр ытла. Куратăр ӗнтӗ, Çурçӗр çыннисемшӗн Чăваш Ен кӳршӗ район пек кăна. Çавăнпа икӗ республика хушшинчи çыхăнусем кирлех, ăна тивӗçлипе аталантармаллах тесе шутлатăп.

- Пичетре Комире кукуруза ӳстересшӗн тенӗ хыпар пулчӗ...

- Çӗнӗлӗхсем пулаççех. Кăнтăр енчи районсенче кукуруза та, пӗрчӗллӗ культурăсем те çитӗнтерме хатӗрленмелле. Вырăнта пулакан сортсем туса кăлармаллах. Выльăхсем валли витаминлă курăк çăнăхӗ тăвассине те хута яратпăрах. Ӗне-выльăх ӗрчетессипе эпир Чăваш Енрен чылай малта пулни савăнтарать. Çулталăкри вăтам сăвăм 5000 килограма яхăн, хăш-пӗр хуçалăхсенче 7000 те çитет.

Пулас ферма-комплекссенче чи çӗнӗ технологисемпе кăна усă курма тӗллев лартнă. Сăвăм залӗсене «Елочка» е «Карусель» йышши хатӗрсем мар, робот-операторсем вырнаçтаратпăр.

- Пăлан ӗрчетессипе мӗнлерех?

- Чăнах та, ку маншăн пачах çӗнӗ отрасль. Пире институтра та ку темăпа пӗр лекци те вуламан. Çапах та практика хăйех те нумай вӗрентет. Нумаях пулмасть тундрăра пăлан ерчетекенсем патӗнче тăватă кун пурăнтăм, вӗсемпе пӗрле пӗр апат çирӗмӗр, нумай ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Çакна ăнлантăм, пăлан усракансен чунӗ çăлкуç пек таса. Вӗсемшӗн пӗр-пӗрне сутас, ят ярас туйăм пачах ют.

Хальлӗхе пăлан какайне вырнаçтарассинче ыйтусем пур. Тирне, мăйракипе чӗрнине тата ытти хăш-пӗр продукцине ӗçе кӗртесси йывăртарах. Çак ыйтупа Азире, Китайра пит кăскăланаççӗ. Çав вăхăтрах вӗсем пиртен çӗр ыйтаççӗ. Манăн вара татăклă хурав: эпир ютсене ӗçлеме, укçи-тенкине ӗçе ярса тупăш курма пулăшатпăр, анчах пӗр шит çӗр те сутмастпăр,

- Эсир - чăн-чăн сунарçă. Хăвăр чун канăçӗшӗн те пулин сунара тухма май тупма пулать-и?

- Паллах, пушă вăхăт çукпа пӗрех. Çапах та сывлăш çавăрма, уçăлма кӗркуннерехпе май тупатпăр пулӗ тетӗп. Пӗрер канура Чăваш Енри туссене те сунара йыхравлас кăмăл пур.

Пурăнмалли, ӗçлемелли майсем лайăх. Мăшăрпа иксӗмӗре икӗ пӳлӗмлӗ, пур енчен те хăтлă хваттер уйăрса пачӗç. Хавхаланса ӗçлес те ӗçлес, халăх шанăçне тӳрре кăларас килет. Чăннипе илсен, кунта маншăн çӗнӗ пурнăç пуçланнăн, хама тепӗр çуралнăн туятăп. Тăван енри туссене те çавнах сунатăп. Пур-çукшăнах хуçăлма кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен, хамăр ырă, таса пулсан, хурипе шуррине уйăрма, лайăх çынсене курма-хаклама, итлеме вӗренсен ырри, телей тата çутă малашлăх çаврăнса килеççех.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: