Сувар

Андрей Мягков артист Тăхăрьял мăнукӗ

«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раççей халăх артисчӗ Андрей Мягков актер та хамăрăн, унăн тымарӗсем Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнчен! Пăва районӗнчи Раккассин­че пурăнакан Е.Долгова аса илнӗ тăрăх, Пӳркелӗнчи Хăята çамрăксем тавра ялтан пуç­та­рăннă. Çав вăйăсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист...

«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раççей халăх артисчӗ Андрей Мягков актер та хамăрăн, унăн тымарӗсем Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнчен! Пăва районӗнчи Раккассин­че пурăнакан Е.Долгова аса илнӗ тăрăх, Пӳркелӗнчи Хăята çамрăксем тавра ялтан пуç­та­рăннă. Çав вăйăсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист та хутшăннă. Вăл Хусанта тата Ешӗлварта ӳс­нӗскер, хăйӗн Раккассинчи иккӗ­мӗш-виççӗмӗш сы­пăкри тă­ванӗсем патне кайкаланă, кунти чăваш вăййипе йăли-йӗрки ун кă­мăлне кайнă.
- Манран кăшт çеç çамрăк вăл. Эпир пӗрле ӳснӗ, - каласа парать Елена Ивановна. - Ун çинчен Анна тата кӳршӗри Саньк­капа Марье аппасем каласа пани асран тухмасть. Вӗсем ăна Пӳркелӗнчи Марье аппа патне илсе кайса чăваш йăли-йӗркипе, каярахпа Григорий Тимофеев çыравçăн Элшелӗнче пурăнакан Нина ятлă хӗрӗпе паллаштарнă. Нина Григорьевна хăйӗн ашшӗне «халăх тăшманӗ» тесе айăплани, Çӗ­пӗр­те персе пăрахни çинчен пӗлтернӗ. Çакна илтсен пулас актер хытă пăлханса кайнă.
Тепӗр темиçе кунтан Андрей вӗ­ренме каятăп тесе вӗсемпе ăшшăн сывпуллашать. Ăна Анна аппапа (халӗ вăл Хусанта пурăнать) унăн юлташ хӗрӗ лашапа Теччӗ пристанне çитерсе пăраххут çине лартса яраççӗ. Кайран вăл Ленинградра (халӗ Санкт-Петербург) тӗпленнӗ, Раккассине урăх килмен.
- Çыхăнусем йăлтах татăлнă эппин?
- Ун пек калас килмест. Аннепе пӗртăван Крахьян аппа Хусанта вилсен Андрейран телеграмма килнӗччӗ. Ăна Мускавран янăччӗ.
Çӗршывӗпех чапа тухнă артистăн çирӗп графикпа ӗçлемелле, пушă вăхăт тупма май килмен пулӗ çав…
Тен, ашшӗ, вăрçăра вилнӗ Ванюш кукка, вӗреннӗ çын пулсан та амăшӗпе саккунлă пӗрлешменшӗн, тăван ывăлне çийӗнчех хăй çине çыртарманшăн кӳреннӗ те пулӗ. Ванюш кукка ун амăшӗпе Хусан çывăхӗнче шкулта ӗçленӗ вăхăтра паллашнă. Пӗрле самаях пурăннă савнă хӗрарăма тата Андрее май килнӗ таран пулăшма тăрăшатчӗ вăл. Астăватăп-ха, пӗр вăхăт вӗсемпе Раккассинче те пурăнчӗ. Питӗ хитре те тирпейлӗ, илӗртӳллӗччӗ «майра Катюк». Çынсем ăна Катюша-красавица тесе каланă пулнă.
…Соня аппа Андрее хăйӗн ывăлӗ пекех юрататчӗ. Ăна Теччӗ пристанне леçнине паян та ăшшăн аса илет. Лав çине çемçе çипӗркке (сăхман пек тум) сарнă пулнă, Андрей пуçне ун çине хурса тӗлӗрсе те илнӗ. Вăрансан çул тăршшӗпе шăкăлтатса калаçса пынă. Юлашкинчен пăрахут çине ларнă чух ыталаса чуптурӗ тет. Çакă юлашки хут пулнине чӗрипе туйнă-ши?..
- Андрей та Андрей тетӗр ялан. Чӗререн хисеплесе аса илетӗр унăн ятне…
- Хамăр тăван вӗт. Чăн та, паспортра ашшӗ ятне çыртарман пулсан та, вăл пирӗншӗн ют пулман, пулас та çук. Çӗпӗрти Элекçей шăллăмпа (вӗсем пӗр çулхисем) çыхăну тытать вăл. Шăллăм унăн çитмӗл çулхи юбилейне те тем пек каясшăн пулчӗ. Анчах чире пула ӗмӗтне пурнăçлаймарӗ. Вăл яла килменни те вунă çула яхăн. Пӗр-пӗринпе телефонпа калаçса чуна уçатпăр.
…Андрей пӗчӗклех ларма-тăма пӗлмен ача пулнă. Тавçăрулăхӗпе пӗчӗклех тӗлӗнтернӗ. Анна аппа та, Ваççук куккапа Хветуç инке те, вӗсен ывăлӗпе кинӗ Çумкка куккапа Марье инке те (пурте Мягковсем) ун çинчен час-часах каласа паратчӗç.
…Пӗррехинче пиллӗкри ача урамран чупса кӗрет те салтăничченех урайӗнче чикеленсе илет, шалпар кӗсйинчен темиçе канфет тухса ӳкет.
- Это тебе подарок, мамаша, - тет вăл ахăлтатса.
«Амăшӗ» (ун чухне унăн тăван амăшӗ урăххине качча тухнă) тав туса ăна çӗклесе тăратать. Ӳссен артист пулатăн пулӗ эсӗ тесе хурать.
Тӗнчипе паллă артист пулса тăнă Андрей Мягков Тăхăрьял тăрăхӗнче чăваш апат-çимӗçне çисе ӳснӗ, Мягковсемпе Никитинсен йăхӗнчи пултаруллă çынсенчен пурнăç çулӗпе утма вӗреннӗ.
- Чăннипе илсен, эпир тата пирӗн тăвансем кăна мар, ăна ача чухне курнă, ун çинчен илтнӗ Тăхăрьял халăхӗ те ăна тăтăшах аса илет. Тăхăрьялтан пултаруллă çынсем нумай тухнă, анчах Андрей шăллăм пек Раççей халăх артисчӗ тата СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ çук.
Пăрăнтăк станцийӗнче пурăннă Марье аппа çамрăк чух Андрейпа çыру çӳретнӗ. Андрей амăшӗпе те çывăх пулнă, пӗр-пӗрин патне кайса çӳренӗ…

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: