Сувар

Авланиччен ту çине хăпармалла-ха

Январӗн 9-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа кăтартнă «Давай поженимся» кăларăма хутшăннă чăваш каччисене Дениспа Дмитрий Борисовсене эпир, куракансем, авлантарма та ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ара, унта арăм (е упăшка) шыраса килеççӗ вӗт-ха. Хальхинче те акă йӗкӗреш Борисовсем хăйсем пекех йӗкӗреш-хӗрсене суйласа илчӗç. Пулас кинсем Краснодар крайӗнченех пулнăран, хӗр илме ытла инçе кайма тивнипе куракансенчен...

Январӗн 9-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа кăтартнă «Давай поженимся» кăларăма хутшăннă чăваш каччисене Дениспа Дмитрий Борисовсене эпир, куракансем, авлантарма та ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ара, унта арăм (е упăшка) шыраса килеççӗ вӗт-ха. Хальхинче те акă йӗкӗреш Борисовсем хăйсем пекех йӗкӗреш-хӗрсене суйласа илчӗç. Пулас кинсем Краснодар крайӗнченех пулнăран, хӗр илме ытла инçе кайма тивнипе куракансенчен хăшӗ-пӗри ашшӗ-амăшне кăшт хӗрхенсе те илчӗ пуль. Анчах васкар мар, каччăсем «Хыпар» хаçат журналисчӗсене пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе туй пирки сăмах пымасть иккен-ха.

Дениспа Дмитрий Борисовсем Чăваш Енри Елчӗк район каччисем. Лащ Таяпа ялӗнче çуралса ӳснӗ. Чăн та, кăларăмра вӗсене темшӗн патăрьелсем туса хунă. «Район ячӗ урăхла пулса тухнине хамăр та ăнланмарăмăр», - тенӗ вӗсем кун пирки. Çак чăваш каччисем чăнах та маттур, 26-ра кăна пулсан та ура çинче çирӗп тăраççӗ. Вӗсем - электронлă техника сутакан интернет-лавккасен сечӗн хуçисем.

Дениспа Димăна ăмсанмалăх та пур, вӗсем мӗн çуралнăранпах пӗр-пӗрин тӗревӗ. Бизнесра та акă пӗр тан праваллă партнерсем. Шкул пӗтерсен Элметри нефть институтне пӗрлех вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курс хыççăн вара сессие ăнăçлă тытсан, хăйсен ирӗкӗпех салтака кайнă. Мускав çывăхӗнчи Балашиховăра хӗсметре тăнă. Салтакран таврăнсан вӗренӗве малалла тăснă. Ун чухнех хăйсен бизнесне йӗркелеме тăрăшнă-ха, анчах ăнăçсăр. «Йăнăшсем нумай пулчӗç, çур миллиона яхăн укçа çухатрăмăр», - пытармаççӗ вӗсем бизнесри хăйсен пӗрремӗш утăмӗсене. Аслă пӗлӳ дипломне илсен каччăсем Мускава тухса кайнă та суту-илӳ енӗпе менеджера ӗçе вырнаçнă. Кунта пурнăçланă та вӗсем хăйсен ӗмӗтне. Электронлă техника сутакан Интернет-лавккана уçсан виçӗ уйăхранах вăтам тупăш тара кӗрсе ӗçленин ӗç укçинчен пыскăрах пулнăран малтан Денис ӗçрен тухнă, унтан Дима.

«Давай поженимся» кăларăма хутшăнас тесе çӳремен вӗсем. Пачах урăхла, телекăларăм редакторӗсем Инстаграма хăйсем çырса янă, хутшăнма чӗннӗ. Çӗнӗ çул кăларăмӗ çыртарассине тата унчченхи юрату историйӗсене питех асăнмассине ăнлантарнă, шутлама вăхăт та панă. Чӗннӗ те - кайнă, тени ку каччăсем çинчен мар, вӗсем хăйсене йыхравласан кун пирки малтан ашшӗ-амăшӗпе, тăванӗсемпе, юлташӗсемпе сӳтсе явнă. «Пирӗн юлташсем, долларлă миллионерсем, те ӳкерӗннӗ унта. Çитменнине эпир хамăр унта каяс темен вӗт тата авланас шухăшлă каччăн юлташӗсем мар, тӗп геройсем. Çавăнпа йыхрава эпир йӗркеллех йышăнтăмăр»,- теççӗ вӗсем.

Кăларăма декабрӗн 9-мӗшӗнче ӳкернӗ. Çӗнӗ çул çывхарса килнӗ май каччăсем пушă алăпа кайман иккен. Кăларăм ертӳçисене Лариса Гузеевăна, Роза Сябитовăна, Василиса Володинăна тата хӗрсене - пурне те парне панă.

«Кăларăм килӗшрӗ, икӗ сехете яхăн тăсăлнă ӳкерӳ вăхăтӗнче чăн-чăн чӗрӗ калаçăвах пулчӗ вăл, нимӗн те шухăшласа кăларман. Кăларăм ертӳçисем никама та кӳрентермерӗç»,- теççӗ хăйсен телевизорти «çăлтăрлă саманчӗ» пирки.

Тӗрӗссипе, Дениспа Дмитрий хăйсем суйланă йӗкӗреш-пикесене пуçласа ку кăларăмра курман иккен. Пӗлтӗр ноябрь уйăхӗнче Мускавра иртнӗ йӗкӗрешсен фестивалӗнче паллашнă. Анчах хӗрсем те çак кăларăмах хутшăнассине вара чăнах та пӗлмен. Кăларăма хутшăннă йӗкӗреш каччăсемпе хӗрсене те вӗсем пӗлнӗ, соцсетьсенче маларах паллашнă пулнă.

«Хамăр суйласа илнӗ хӗрсемпе (Лизăпа тата Вероникăпа) эпир калаçатпăр. Туй пирки хальлӗхе калама пултараймастăп-ха. Кăна вăхăт кăтартӗ. Вӗсем чипер тата малӗмӗтлӗ», - тет Денис.

Тепӗр тесен, каччăсен хальлӗхе пӗрре те авланас шухăш мар-ха, вӗсем январӗн 19-мӗшӗнче Хӗвелтухăç Африкăри Танзание кайма хатӗрленеççӗ. Чăваш каччисем 5895 çӳллӗш Килиманджаро тăвӗ çине хăпарса тăван ял ялавне вырнаçтарма ӗмӗтленеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: