Сувар

Автаким ăрăвӗн уявӗ

Çакăн пек интереслӗ ятпа иртнӗ июнӗн 15-мӗшӗнче Пушкăртстанри Аургазă районӗнчи Чăваш Хурамал ялӗнчи уяв. Ăна пуçараканӗ Пушкăртстанри В.В. Николаев академик иккен. Чи кăсăкли кунта «Автаким ăрăвӗн уявӗн» историйӗ. Хăйӗн йăх-несӗлӗсен историйӗпе кăсăкланакан В.В. Николаев академик 2015 çулта Ульяновскра иртнӗ «Волжская Булгариада» халăхсем хушшинчи наука конференцине килнӗскер, çула май йăх-несӗлӗсен çӗршывне...

Çакăн пек интереслӗ ятпа иртнӗ июнӗн 15-мӗшӗнче Пушкăртстанри Аургазă районӗнчи Чăваш Хурамал ялӗнчи уяв. Ăна пуçараканӗ Пушкăртстанри В.В. Николаев академик иккен. Чи кăсăкли кунта «Автаким ăрăвӗн уявӗн» историйӗ.

Хăйӗн йăх-несӗлӗсен историйӗпе кăсăкланакан В.В. Николаев академик 2015 çулта Ульяновскра иртнӗ «Волжская Булгариада» халăхсем хушшинчи наука конференцине килнӗскер, çула май йăх-несӗлӗсен çӗршывне (1740 çулта Ульяновск тăрăхӗнчи Федькино, Смолькино, Батырево, Убяшнино, Пухтел, Четырлы тата Казбулатово ялӗсенчи 13 чăваш çемйи Пушкăрт тăрăхне куçса кайнă, унта Чăваш Хурамал ялне йӗркеленӗ) çитсе сăн ӳкерме, унта юлнă тăванӗсене шырама шутлать. Çапла майпа вăл Федькино ялӗнче пулать, вырăнти халăхпа калаçать. Чи тӗлӗнмелли - хăйӗн аякри тăванне те тупать. Вăл Тереньга районӗнчи Молвино ялӗнчи храмăн настоятелӗ Сергий атте (Алексей Владимирович Селивестров) иккен. Çапла çӗнӗрен сыпăнать Автаким йăх-несӗлӗн çиппи.
Шăпа çакăн пек килсе тухни Сергий аттене те çав тери савăнтарнă. Вăл çав çулах кӗркунне Чăваш Хурамалне килсе Автаким йăхӗн тăхăмӗсем мӗнле пурăннине курать. Пӗлтӗр июнӗн 25-26-мӗшӗсенче Чăваш Хурамалӗнчи 15 çынран тăракан пултарулăх ушкăнӗ Ульяновск тăрăхӗнчи Федькинăпа Смолькино ялне килсе кураççӗ кăна мар, ял уявӗсене те хутшăнаççӗ. «275 çултан йăхсемпе тӗлпулу» концерт та кăтартса параççӗ. Йăх-несӗл çӗршывӗнчен тăпра илсе килсе ятарлă контейнерсене вырнаçтараççӗ.
Кунпа кăна вӗçленмест-ха Автаким йăхӗн уявӗн историйӗ. Ульяновск тăрăхӗнче пурăнакан Автаким йăхӗсем Чăваш Хурамал ялне никӗсленӗ несӗлӗсене халалласа унти Автаким урамӗнче стела лартасси çинчен пӗлтереççӗ.
Çапла июнӗн 15-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи О.Мустаев ертсе пынипе пысăк делегаци: «Укăлча» фольклор тата «Хӗвел» ача-пăча ансамблӗсем (Федькино ялӗн представителӗсем), Тюмень хулинчи «Геосейс» предприятин генеральнăй директорӗ В.П. Игошкин, Тольяттири Л.Е. Захаровăн çемье ансамблӗ (Смолькино ялӗн представителӗсем) тата паллах, Сергий атте килсе çитнӗ.
Малтан Автаким урамӗнче чăваш йăлипе стела лартнă вӗсем. Никӗсӗн пӗрремӗш кӗреçе çӗрне Автаким ăрăвӗн чи аслă çынни Анисим Евдокимович Леонтьев чавнă. Никӗсе çаплах Федькинăпа Смолькино ялӗсен тăприне те ярса хăварнă. Пухăннисем стела лартас умӗн Турăран хурамалсемшӗн сывлăхпа лайăх пурнăç ыйтнă.
Сăмах май, çак уявăн спонсорӗсем: В.В. Николаевăн хӗрӗ Елена, «Салават» тулли мар яваплăхлă обществăн генераль­нăй директорӗ В.И. Федоров, Авта­ким йăхӗн ытти представителӗ­сем.
Паллах, Автаким йăх йывăç­çи 1740 çултанпа Чăваш Хурамалӗнче туратланса ата­ланнă. Вăл паян тăхăр хушаматран: Антоновсенчен, Егоровсенчен, Ефремовсенчен, За­ха­ров­­сенчен, Ивановсенчен, Лав­­рентьев­сенчен, Леонтьев­сенчен, Ники­тинсенчен, Ни­ко­лаевсенчен тă­рать.
Çапла вара анлă иртнӗ июнӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Хурамалӗнчи уяв. Вырăнти артистсене Салават хулинчи «Шуратăл çăл­куçӗсем», Мелоузски районӗнчи «Йӗркен саркайăксем» чăваш ансамблӗсем килнӗ. Халăха Пушкăртстанри ЧНКА ертӳçи Ю.П. Михайлов, Аургазă районӗнчи чăвашсен лидерӗ Г.З. Орлов, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.С. Ефремов, Салават тата Кумертау епископӗ Николай саламланă.
Стелăна уçнă хыççăн çак яла йӗркеленӗ çынсен вилтăпри çинче Николай епископ кӗлӗ тунă. Унтан Чăваш Хурамалӗнчи чиркӳре литурги те пулнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: