Сувар

Банкрота тухнă ГРЭС ӗçченӗсене урамра хăвармаççӗ

Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă. Нумай пулмасть çак предприяти банкрота тухнине çиреплетнӗ. Уруссури çынсене шывпа ăшăсăр хăварас мар тесе çуртсене икӗ контурлă котелсем çине куçарма йышăннă. Çакăн валли укçа-тенкӗ уйăрнă. Хальлӗхе районти 2148 хваттер хуçи котелсене лартма килӗшнӗ. Хутмалли вăхăт çитиччен ку...

Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă. Нумай пулмасть çак предприяти банкрота тухнине çиреплетнӗ. Уруссури çынсене шывпа ăшăсăр хăварас мар тесе çуртсене икӗ контурлă котелсем çине куçарма йышăннă. Çакăн валли укçа-тенкӗ уйăрнă.

Хальлӗхе районти 2148 хваттер хуçи котелсене лартма килӗшнӗ. Хутмалли вăхăт çитиччен ку ыйтăва татса параççӗ тесе пӗлтернӗ ТР Правительствин ертӳçи Алексей Песошин. Ун сăмахӗсемпе, Уруссури ГРЭС хупăннине пула ӗçсӗр юлнă çынсене те урăх ӗçсене вырнаçтарас енӗпе чиновниксем ӗçлеççӗ.

Паянхи куна Ютаза районӗ ГРЭСри çынсене 66 ӗç вырăнӗ сӗнет. Банкрота тухнă предприятийӗн çыннисем çӗнӗ ӗç шыранă вăхăтра районти халăха ӗçпе тивӗçтерекен центра учӗта тăрсан, икӗ уйăх вăтам ӗç укçи илме пултараççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: