Сувар

Байкал çывăхӗнче кăçал чăваш Акатуйӗ иртмелле

Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире çуралнă Мария Байкалова ялтан 9 çулта чухнех куçса кайнă. Яшлăхӗ унăн Тюменьре иртнӗ, Камчаткăра та 13 çул пурăннă вăл. Халӗ каллех Тюменьре. Педагог пӗлӗвне илнӗскер, халӗ те Раççей учителӗсен ассоциацине кӗрет. Экологипе çыхăннă «Этем, Çутçанталăк, Культура» автор программипе ӗçлет. Чăвашлăх туйăмӗ ун чунӗнче тарăн кӗрсе...

Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире çуралнă Мария Байкалова ялтан 9 çулта чухнех куçса кайнă. Яшлăхӗ унăн Тюменьре иртнӗ, Камчаткăра та 13 çул пурăннă вăл. Халӗ каллех Тюменьре. Педагог пӗлӗвне илнӗскер, халӗ те Раççей учителӗсен ассоциацине кӗрет. Экологипе çыхăннă «Этем, Çутçанталăк, Культура» автор программипе ӗçлет.
Чăвашлăх туйăмӗ ун чунӗнче тарăн кӗрсе вырнаçнă, Шупашкарти сăвăç-çыравçăсемпе вăл тачă çыхăну тытать. Мария Байкалован сăввисене час-часах Юрий Сементер куçарăвӗнче вулама пулать. Кăçал Иркутскри чăвашсем Байкал кӳлли хӗрринче Акатуй ирттересшӗн пулнине пӗлсен çырнă пулмалла ăна Мария Байкалова.

Байкал!

Санра тӳпе сенкерӗ,

Хӗвел пайăркисен вăййи.

Аттил несӗлӗсен еткерӗ,

Вӗсен амăшӗсен тухйи…

Иккӗленместӗп: ма тесессӗн,

Пӗр сăрчӗн ячӗ - Акатуй,

Вăрттăнлăхне вăлтас килсессӗн

Çавна эс пӗл, çавна эс туй.

Кӗтретлӗх умӗнче тăратăп

Кӗрнеклӗ кедр айӗнче,

Геннадий Волкова куратăп

Акатуйсен ытамӗнче.

Канăç мӗнне пӗлми пиччемӗр

Çитсен кирек те хăш енне

Чунтан шырарӗ ӗмӗр-ӗмӗр

Пăлхар-сăвар йӗррисене.

Ак халь тăрать вăл хăй сăрт евӗр

Çав халăх палăкӗ пулса.

Ун умӗнче кӗрнеклӗ кедр

Пуçне таять сума суса.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: