Сувар

Çакă чаплă юбилей кӳтӗрех сана телей

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Мăшăру кунсерен юрату парнелетӗр, ачусем пултарулăхпа савăнтарсах тăччăр, тăванусем хаклаччăр, ӗçтешсем хисеплеччӗр, çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсем калăп­лама чун хавалӗ нихăçан та ан чактăр, çӳлти Турă пехиллесех тăтăр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Ăнăçу сана,...

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Мăшăру кунсерен юрату парнелетӗр, ачусем пултарулăхпа савăнтарсах тăччăр, тăванусем хаклаччăр, ӗçтешсем хисеплеччӗр, çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсем калăп­лама чун хавалӗ нихăçан та ан чактăр, çӳлти Турă пехиллесех тăтăр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Ăнăçу сана, Алена!

Аленăпа Слава Кожеманов­сем, хреснамăшӗ Вера тата Бульбовсен çемйи.

Юратнă анне, мăшăр, хӗрӗмӗр, акка, Аксу районӗнчи Беловкăра çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинчи «Канаш» хаçатра тăрăшакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВА январӗн 28-мӗшӗнче менелникне паллă тăвать. Эпир ăна юбилейпе ăшшăн саламласа юман пек çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, кил-йышра ăнланупа килӗшӳ, ӗçре ăнăçу, творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр.

Ашшӗпе амăшӗ, мăшăрӗ, икӗ хӗрӗ, ывăлӗ, йăмăкӗсем, шăллӗ, вӗсен çемйисем.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: