Сувар

г. Казань

ЧНКА хыпарӗсем

Çанталăк ăшăтма шутламасть те-и?

Кун пек май уйăхӗ пулнине астăвакан сахал. Темиçе çула пӗрре кăна килет тет кун пек çанталăк. Пăхăпăр-ха июньти лару-тăру мӗнле пулнине. Температурăсен улшăнăвӗ питӗ хăвăрт пулса иртет. Вӗсен хушăкне градуссен теçеткипе хисеплемелле. Ӗнер çӗрле Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче урамри савăтсенчи шыв шăннă. Май уйăхӗн 31-мӗшӗнче те республикăра çӗрле тăм...

Кун пек май уйăхӗ пулнине астăвакан сахал. Темиçе çула пӗрре кăна килет тет кун пек çанталăк. Пăхăпăр-ха июньти лару-тăру мӗнле пулнине. Температурăсен улшăнăвӗ питӗ хăвăрт пулса иртет. Вӗсен хушăкне градуссен теçеткипе хисеплемелле.

Ӗнер çӗрле Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче урамри савăтсенчи шыв шăннă. Май уйăхӗн 31-мӗшӗнче те республикăра çӗрле тăм ӳкме пултарать тесе пӗлтерет ТР МЧСӗ. Çавна кура хăш-пӗр пахча-çимӗç е ăшша юратакан культурăсем шăнма пултараççӗ.

Унсăр пуçне, машина водителӗсен асăрхануллă пулмалли çинчен те асăрхаттараççӗ. Тормоз системине, шинăсене тата ыттине те тӗрӗслесе тăмаллине аса илтереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев