Сувар

Çĕнтерÿ кунне чăваш çамрăкĕсем чăн-чăн уява çавăрчĕç

Хусанти футбол лиги канмалли кунсенче те турнирсем ирттерет. D ушкăнра та майăн 9-мĕшĕнче 4 вăйă иртрĕ. Пĕрремĕшсем ЧНКАпа "Аякс" вылярĕç. Палăртса хăвăрмалла, çак кун полицейскисем çулсене хупса пĕтернипе Хусан варринче вырнаçнă "Динамо" стадион патне машинапа пыма йывăртарах пулчĕ. Апла пулин те матч вăхăтлă пуçланчĕ. Хула командинче ытларах ай-ти технологийĕсен сферинче...

Хусанти футбол лиги канмалли кунсенче те турнирсем ирттерет. D ушкăнра та майăн 9-мĕшĕнче 4 вăйă иртрĕ. Пĕрремĕшсем ЧНКАпа "Аякс" вылярĕç. Палăртса хăвăрмалла, çак кун полицейскисем çулсене хупса пĕтернипе Хусан варринче вырнаçнă "Динамо" стадион патне машинапа пыма йывăртарах пулчĕ. Апла пулин те матч вăхăтлă пуçланчĕ. Хула командинче ытларах ай-ти технологийĕсен сферинче ĕçлекенсемччĕ. Вĕсем пÿпе те ЧНКАшăн вылякансенчен çÿллĕрех пулни командăсем площадкăна тухсанах палăрчĕ. Çавăнпах пулĕ çиле хирĕç вылякан чăвашсене матчăн 1-мĕш минучĕсенчех гол кĕртсе кÿрентерчĕç. Алексей Егоров капитан ертсе пыракан пирĕн команда ялан атакăра пулчĕ пулин те шута танлаштарма пĕрремĕш тайм вĕçĕнче кăна пултарчĕ. Иккĕмĕш таймра "Альянс" хапхине 6 минут хушшинче 2 гол кĕчĕ. Вĕсенчен пĕрне хула ачисем хăйсем кĕртрĕç. Автогол хыççăн вăйă "Аякс" хапхи патĕнче иртрĕ. 2-мĕш тайм пĕтме 21 минутчĕ-ха, табло çинчи шут вара пире тивĕçтерет - 3:1. "Аякс" вылякансене ылмаштара-ылмаштара вăййа площадка варрине куçарчĕ. ЧНКАн саппасри вылякансем сахалччĕ. Пирĕн командăн вăййине курма килекенсем те нумайăнах марччĕ, шел пулин те. Хÿтĕлевçĕсем пĕр-пĕрне ăнлăнманнипе тата ЧНКА вратарĕ йăнăшнипе пирĕн хапхана гол кĕртрĕç. Хурав хăйне нумай кĕттермерĕ. 4:2! Матч вĕçленме 8 минут юлсан "Аякс" голкиперне улăштарчĕ. Вăйă пирĕн хапха патне куçрĕ, чăваш футболисчĕсем ывăнса çитни сисĕнчĕ. Матчăн юлашки çеккунчĕсенче Аякс пĕр гол кĕртме çав çавах пултарчĕ. Вăйă 4:3 шутпа вĕçленчĕ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: