Сувар

Чăваш археологӗсем Пӳлерте тӗпчев ирттересшӗн

Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ, сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Суварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Ку ӗçе тума ӑсчахсем 400 пин тенкӗ укçа ыйтнă-мӗн, телее, хальхинче ларăва пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшнӗ. 2020 çулта Николай Иванович Ашмарин...

Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ, сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Суварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Ку ӗçе тума ӑсчахсем 400 пин тенкӗ укçа ыйтнă-мӗн, телее, хальхинче ларăва пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшнӗ.

2020 çулта Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитет. Çакна халалласа Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ мероприятисем ирттерме сӗннӗ. Çаплах унăн ӗçӗсен тулли пуххине пичетлесе кӑларма, Хусанти Ар масарӗ çинче палӑк, Шупашкарта палӑк е барельеф лартма шутлаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: