Сувар

Чăваш кинӗ летчик-космонавт 80 тултарчӗ

Тӗнчере космоса вӗçнӗ хӗрарăмсем сахал мар, анчах та вăл яланлăхах пӗрремӗш хӗрарăм-космонавт пулса юлать. Валентина Терешкова Ярославль облаçӗнче Аслă Масленниково ялӗнче 1937 çулта, мартăн 6-мӗшӗнче çуралнă. Парашютран сикессипе аппаланнă ткачиха карьери çиçӗм пек çӳле хăпарать. 1963 çулта вăл космоса пӗччен вӗçев ирттерет. Уçлăхра Терешкова виçӗ талăк пулать. Йывăрлăхсемпе иртет пӗрремӗш...

Тӗнчере космоса вӗçнӗ хӗрарăмсем сахал мар, анчах та вăл яланлăхах пӗрремӗш хӗрарăм-космонавт пулса юлать. Валентина Терешкова Ярославль облаçӗнче Аслă Масленниково ялӗнче 1937 çулта, мартăн 6-мӗшӗнче çуралнă. Парашютран сикессипе аппаланнă ткачиха карьери çиçӗм пек çӳле хăпарать. 1963 çулта вăл космоса пӗччен вӗçев ирттерет. Уçлăхра Терешкова виçӗ талăк пулать. Йывăрлăхсемпе иртет пӗрремӗш космонавткăн космосри çулçӳревӗ, анчах та «Чайка» вӗсене чăтать.
Космосран таврăнсан ăна генерал-майор заванине параççӗ, Совет саманин символӗ пулса тăнăскер, вăл час-часах çын çинче пулать. Сутлăха «Чайка» сехетсем тухаççӗ, хӗрарăмсем хушшинче Терешкованни пек прическăсем сарăлаççӗ.
Вӗçев хыççăн пилӗк уйăхран вăл сасартăк Андриян Николаев космонавта качча каять. Вӗсем çӳренине куракан сахал пулнă пулсан та. Ахăртнех çакă Никита Хрущев çине тăнипе пулса иртет. Туй тума совет медицинин ăсчахӗсем те хистенӗ пулмалла, вӗсен этемӗн организмӗнчи космос вӗçевӗ хыççăнхи улшăнусене сăнамалла. Андриян Николаев ун чухнехи космонавтсен отрядӗнче пӗртен пӗр авланман çын пулни те витӗм кӳнӗ-тӗр ку парти хушăвӗпе иртнӗ мăшăрлану çине. Çулталăкран Елена çуралать.
Терешковăпа Николаев пӗрле 8 çул пурăнаççӗ. Уйрăлнă хыççăн Андриян Григорьевич урăх авланмасть. Вăл вилсен Терешковăпа хӗрӗ чăваш космонавчӗн ӳтне Мускавра пытарасшăн пулаççӗ, анчах та ун чухнехи Президент Николай Федоров çакна хирӗçлет.
Вăл халӗ те символ пулма пăрахмасть, 80-ри Валентина Терешкова РФ Патшалăх Думин 7-мӗш Пухăвӗн депутачӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: