Чăваш театрӗн 100-мӗш сезонӗ
Сентябрӗн 28-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хăйӗн юбилейлă, 100-мӗш сезонне уçнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Вӗри юнлӑ çемçе чун» спектакльпе уçăлнă вăл хальхинче. «Театра килекенсене çак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗç. Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе çитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн...
Сентябрӗн 28-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хăйӗн юбилейлă, 100-мӗш сезонне уçнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Вӗри юнлӑ çемçе чун» спектакльпе уçăлнă вăл хальхинче. «Театра килекенсене çак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗç. Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе çитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн артисчӗсене хисеплӗ ят панине ӗнентерекен паллӑсене пачӗ. Аса илтерер, Сергей Иванова маларахах Чӑваш халӑх артисчӗ ята пама йышӑннӑччӗ, Аркадий Андреева - Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ», - хыпарлать сайт.
Аса илтеретпӗр, чăваш театрӗ пуçласа Хусанта йӗркеленнӗ. Кунтах А.Н. Островский пьеси тӑрӑх лартнă «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» спектакльпе хăйӗн летопиçне пуçланă.
Сăмах май, ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейлӑ сезонне халалласа массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинче конкурс та йӗркеленӗ. Çапла майпа театр çинчен чи лайăх çутатнă статья-репортажа палăртӗç. Шухăшӗ питӗ лайăх, вырăнлă, анчах чăвашсен яланхи пекех хальхинче те пичкери пӗр кашăк тикӗтӗ пăсать. Çак конкурса Чăваш Енри массăллă хыпар хатӗрӗсем кăна хутшăнма пултараççӗ иккен. Тӗлӗнмелле, ку вăл интернет анлăн аталаннă вăхăтра? Эппин, чăваш театрӗ те тӗнчери мӗнпур чăваш мăнаçланмалли искусство мар, пӗр Чăваш Енӗн кăна пулса тухать. Хăçан анлăрах шухăшлама вӗренӗç-ши чăваш чиновникӗсем?! Мӗнех калăн, шел, питӗ шел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
8 августа 2022 - 16:24АО «Транснефть - Прикамье» провело учебно-тренировочное занятие на болотистой местности АО «Транснефть – Прикамье» провело плановое комплексное учебно-тренировочное занятие (КУТЗ) по ликвидации условного выхода нефти из трубопровода в заболоченной местности. Учение прошло на линейной части магистрального нефтепровода (МН) Сургут – Полоцк в зоне ответственности Удмуртского районного нефтепроводного управления (РНУ).12400
-
8 августа 2022 - 11:49Чие çырла паманнин сăлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ Пăваран Хусана кайнă çул çинче, Фролово ялӗн тӗлӗнче çу-хута улма-çырла, кăмпа-çӗр улми сутаççӗ. Çулсерен унта витрисене чие-слива тултарнă çынсем тăратчӗç. Кăçал крыжовник сутакансем пур, хурлăхана та туянма сӗнеççӗ. Анчах та чие сутакан çук.15000
-
8 августа 2022 - 11:34Фатих Сибагатуллин ячӗпе урам ятне парасшăн Маматăшра Раççей Патшалăх Думин экс-депутатне Фатих Сибагатуллина халалласа урам ятне улăштарма пултараççӗ. Вăл кăçал июнь уйăхӗнче пурнăçран уйрăлса кайрӗ.15300
-
8 августа 2022 - 10:27АО «Транснефть - Прикамье» – в числе лидеров среди организаций высокой социальной эффективности АО «Транснефть – Прикамье» заняло 2-е место во Всероссийском конкурсе «Российская организация высокой социальной эффективности» в номинации «За создание и развитие рабочих мест в организациях производственной сферы».13900
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!34300
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.63500
-
16 июля 2022 - 08:08Лидия Степановна ЕФРЕМОВА 90 çул тултаратьПăва районӗнчи Ескуль ялӗнче пурăнакан Лидия Степановна ЕФРЕМОВА июлӗн 16-мӗшӗнче 90 çул тултарать70600
-
6 августа 2022 - 14:38Матак каччин Дмитрий Шингаревăн ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ, вăл халӗ – лейтенант. Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, танк училищинчен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă. Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:48802
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.34200
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?32200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика