Чăвашла çыр та грант ил
Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн кăçал кама грант парса пулăшасси çинчен калакан хушăва Чăваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗнер алă пуснă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат сайчӗ. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чӗмпӗр облаçӗнчи 17 автор 21 ӗçпе хутшăннă иккен. «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен...
Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн кăçал кама грант парса пулăшасси çинчен калакан хушăва Чăваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗнер алă пуснă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат сайчӗ.
Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чӗмпӗр облаçӗнчи 17 автор 21 ӗçпе хутшăннă иккен. «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире «Канаш» хаçат редакторӗн Николай Ларионовăн «Шураçка» калавсен пуххине чи лайăххи тесе палăртнă. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире «Чăваш Ен» телерадиокомпанин информаци программисен службин ертӳçин, редакторӗн Марина Карягинăн «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсен пуххи тата «Аслă классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире «Халăх шкулӗ - Народная школа» журнал редакторӗн Римма Прокопьевăн «Сар хӗвел хӗрелсен» документлă повеçӗ çӗнтернӗ. Марина Карягинăпа Римма Прокопьева 75-шер пин тенкӗ гранта тивӗçнӗ, Николай Ларионов вара 50 пин тенке. Саламлатпăр!
Аса илтеретпӗр, ача-пăча тата çамрăксем валли çырнă кӗнекесемшӗн гранта ЧР Министрсен Кабинечӗн 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче тухнă постановленийӗпе килӗшӳллӗн, кашни çул параççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ14400
-
4 марта 2021 - 20:02Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар10000
-
4 марта 2021 - 19:38Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи апат пахалӑхне тӗрӗсленӗ Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ6300
-
4 марта 2021 - 16:16Рустам Минниханов чăвашсен тăван чӗлхепе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен пӗлет Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса чăвашсене пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.10100
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ39012
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15500
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.14101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ278400
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.17100
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ14400
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет14100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика