Сувар

Чăвашсем Чӗмпӗрте сумра

(Канстантин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун Ульяновскра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв иртрӗ. Ăна область кӗпӗрнаттăрӗн шайӗнче ирттерни вырăнти чăвашсене хисепе хунине пӗлтернисӗр пуçне тата регионти наци политики çӳллӗ шайра пулни çинчен те калать. 120 яхăн халăх пурăнать Чӗмпӗр тăрăхӗнче, кашнин представителӗ çак уявра пурччӗ. Кӗпӗрнаттăрсăр пуçне тӗлпулура...

(Канстантин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун Ульяновскра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв иртрӗ. Ăна область кӗпӗрнаттăрӗн шайӗнче ирттерни вырăнти чăвашсене хисепе хунине пӗлтернисӗр пуçне тата регионти наци политики çӳллӗ шайра пулни çинчен те калать. 120 яхăн халăх пурăнать Чӗмпӗр тăрăхӗнче, кашнин представителӗ çак уявра пурччӗ.
Кӗпӗрнаттăрсăр пуçне тӗлпулура Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр тата Новоспаск митрополичӗ Анастасий, РФ Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев, ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, ЧР Халăхсен ассамблейин председателӗ Лев Кураков, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем сăмах каларӗç.
Уяв концерчӗ умӗн «Яковлев тата хальхи самана» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта облаçри чăваш вӗрентекенӗсем, наука ӗçченӗсем, регионсенчи чăваш центрӗсен ертӳçисем хутшăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: