Сувар

Чăвашсем Европа судӗнче

Чăваш журналисчӗн Илле Ивановăн тата «Взятка» оппозици хаçачӗн тӗп редакторӗн Эдуард Мочаловăн çăхавӗсем Европăн çын прави енӗпе судне (ЕСПЧ) çитнине хыпарлать idelreal сайт. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова 2011 çулта «Взятка» хаçатра пичетленӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу - кто ты» статьяшăн Муркаш сучӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 282-мӗш статйипе...

Чăваш журналисчӗн Илле Ивановăн тата «Взятка» оппозици хаçачӗн тӗп редакторӗн Эдуард Мочаловăн çăхавӗсем Европăн çын прави енӗпе судне (ЕСПЧ) çитнине хыпарлать idelreal сайт. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова 2011 çулта «Взятка» хаçатра пичетленӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу - кто ты» статьяшăн Муркаш сучӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 282-мӗш статйипе («Курайманлăх çуратни, çын чысне ӳкерни») айăпласа приговор йышăннăччӗ. ЧР Аслă сучӗ ку статья экстремистла пулнине йышăнсан, ăна пичетленӗшӗн «Взятка» хаçат енӗпе те уголовнăй ӗç пуçарнăччӗ.

Автор шухăшӗпе, ку статья пӗрре те экстремистла мар, республикăра икӗ патшалăх чӗлхи (вырăс тата чăваш) пӗр тан маррине фактсемпе çирӗплетсе кăтартни кăна. Раççейре тӗрӗслӗх тупайманран авторпа издателӗн Европа судне çырма тивнӗ-мӗн.

Европăн çын прави енӗпе сучӗ чăнах та çак çăхавсене шута илсе Раççей Правительствинчен 2018 çулхи январӗн 11-мӗшӗччен çак ыйтусене уçăмлатма ыйтнă: Европа сучӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу - кто ты» статьяна пичетлеме чарни, Илле Иванова РФ Уголовнăй кодексӗн 282-мӗш статйипе явап тыттарни, унăн политика шухăшӗсене тата журналист ӗçне пула телефон калаçăвӗсене итлени Европа конвенцийӗн çын правине тата тӗп ирӗклӗхне хӳтӗлесси çинчен 10-мӗш статйине («Хăй шухăшне пӗлтерме чарни») пăсни пулмасть-и? Ăна суда пани тӗрӗс-и тата Ивановпа Мочаловăн телефон калаçăвӗсене итлени Конвенцин 8-мӗш статйине («Харпăр тата çемье пурнăçне хисеплемелли право») пăсмасть-и? Кунсăр пуçне Уралпа Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен ассоциацине чӗртес шухăша пула Илле Иванова РФ Уголовнăй кодексӗн 282-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе айăплани, телефон калаçăвӗсене итлени Европа Конвенцийӗн 11-мӗш стайине «Пӗрлешӳсем йӗркелес ирӗкне пăсни» пулмасть-и?

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: