Чăвашсем Мускавра пикета тухнă

Мускавра пурăнакан, тăван чӗлхешӗн çунакан Владимир Болгарский çак кунсенче чăваш чӗлхине хӳтӗлесе Мускавра Патшалăх Думи умне пикета тухнă, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ». Унпа пӗр шухăшлă пулса пикета Валерий Сунгуров та пикета хутшăннă-мӗн. «Манăн пăлхар-чăваш чӗлхи 2000 çултан аслăрах. Хальхи вăхăтра вăл пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма...
Мускавра пурăнакан, тăван чӗлхешӗн çунакан Владимир Болгарский çак кунсенче чăваш чӗлхине хӳтӗлесе Мускавра Патшалăх Думи умне пикета тухнă, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ». Унпа пӗр шухăшлă пулса пикета Валерий Сунгуров та пикета хутшăннă-мӗн.
«Манăн пăлхар-чăваш чӗлхи 2000 çултан аслăрах. Хальхи вăхăтра вăл пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗр пек условисем туса пама ыйтатăп. Тăван чӗлхене вӗрентме ашшӗ-амăшӗсенчен ирӗк ыйтаççӗ, ют чӗлхешӗн вара çук - мӗншӗн?» - тесе çырнă ентешӗмӗр хăйӗн плакачӗ çине. Сунгуровăн плакачӗ çине вара: «Европăн чӗлхесем çинчен калакан хартине ратификацилеме ыйтатăп»,- тенӗ.
Чăваш хастарӗсем Патшалăх Думи умӗнче 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен тăнă пулсан та, вӗсем патне ФСО хуралçи кăна пынă, вăл та пулсан документсене тӗрӗслеме кăна.
«Патшалăх Думин тӗп алăкӗ патне пыраймарăмăр. Унти вырăна пирӗн умӗн тепӗр пикетчик (ирӗклӗ сунаршăн) йышăннăччӗ. Çавăнпа 50 метр аякрах тăма тиврӗ»,- тенӗ Владимир Болгарский хăй кун пирки.
Чăваш хастарӗсем мӗн каласшăн пулнине Патшалăх Думи сиссе юлнă-ши хуть (шута илни пирки каламалли те çук)? Кăна калама хӗн, унсăрăн кам та пулсан пикетчиксем патне тухнă пулӗччӗ. Тепӗр тесен, тăван чӗлхешӗн чунӗ ыратакан çынсем пуррине çапла майпа кăтартни те лайăх. Эппин, çăвара шыв сыпса тăракан халăхах мар-ха эпир. (Сăнӳкерчӗк чăваш халăх сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ5700
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ6601
-
3 марта 2021 - 14:12Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗ ресторансене ҫӗрле ӗҫлеттерес ыйтӑва тӗпчет Кафе тата ресторан бизнесӗ пандеми вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухатусем тӳсни пирки рестораторсем Рустам Миннихановран вӗсене ҫӗр хута ӗҫлеме ирӗк пама ыйтнӑ6000
-
3 марта 2021 - 12:44Ростехнадзорӑн экс-пуҫлӑхне суд килти ареста ӑсатнӑ Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи коррупцине хирӗҫ кӗрешекен уйрӑм вӑхӑтне ахаль ирттермест. Ӗнерхи канашлура сахал мар министрӑн ура ҫине тӑма тиврӗ5300
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ36912
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ13900
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.12801
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ273300
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен32500
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине16800
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.13900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика