Сувар

Чăвашсем «туй» турӗç

Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй халăхӗн авалхи йăлипе паллаштармалла. Хусанта вăл иккӗмӗш çул иртет, йӗркелӳçисем - Хусан мэрийӗ, Тутарстанри халăхсен...

Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй халăхӗн авалхи йăлипе паллаштармалла. Хусанта вăл иккӗмӗш çул иртет, йӗркелӳçисем - Хусан мэрийӗ, Тутарстанри халăхсен Ассамблейипе Туслăх Çурчӗ тата Культура министерствин Йăла культурин аталанăвӗн республика центрӗ.

Кăçалхи фестивале 13 Наципе культура автономийӗ хутшăнчӗ. Халăхсен авалхи йăлисен йӗркине курса ларма интереслӗ пулчӗ. Чăннипех те, хамăрпа юнашарах пурăнакан халăхсем халиччен пӗлмен енчен уçăлаççӗ. Вӗсен тӗнчекурăмӗ, пурнăç филосо­фийӗ, вăл е ку пулăма епле йышăнни пирӗншӗн ăнланмалларах пулса тăрать. Пӗр сăмахпа каласан, халăх чунне курма май парать. Еврейсен шабачӗпе, мăкшăсен «пăрăва шыва кӗртнипе», вьетнамсен Çӗнӗ çул кӗтсе илнипе тата нумай-нумай халăх йăли-йӗркипе паллашма пултартăмăр çак кун.
Чăвашсен йăли-йӗркисене кă­тартма ку хутӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи «Асамат кӗперӗ» фольклор ушкăнӗ килчӗ. Вӗсем «Хӗр йӗррипе» паллаштарчӗç. «Асамат кӗперӗ» фольклор ушкăнӗ пек 1993 çул­та Светланăпа Николай Ивановсем тăрăшнипе йӗркеленсе кайнă. Паян кун та вӗсем ансамбле çӳреççӗ. Унсăр пуçне Светлана Иванова вырăнти Культура çурчӗн заведующийӗ, мăшăрӗ Николай Иванов илемлӗх ертӳçи пулса тăрăшаççӗ. 2002 çулта ушкăна Пăвари Культура çурчӗн методисчӗ Ильсияр Кузьмина ертсе пыма пуçланăранпа вăл этника ансамблӗ пек палăрса тăрать. Светлана Иванован сăмахӗсемпе, ушкăн республика шайӗнчи пысăк мероприятие пуçласа хутшăннă. Çак утăма тума вӗсене ансамбль ертӳçи Ильсияр Самигулловна хавхалантарнă, сăмах май, çӗнӗ ертӳçӗ ӗçлеме пуçласанах ансамбле ăçта та пулин илсе тухма сăмах панă. Вăл тăрăшнипе видеосюжет конкурсăн суйлав турне лекнӗ, çапла кипеккассисем Хусанти пысăк сцена çине тухма пултарчӗç. Тивӗçлипе, паллах. Хăйсен тăрăхӗнчи туй йӗркине вӗсем лайăх кăтартса пачӗç. Шел, ансамбльте çамрăксем пачах та çук темелле, чи çамрăккисем 70-мӗш çулхисем. Качча каякан хӗре те акă 1966 çулта качча тухнă Валентина Ермакова сăнласа пачӗ. «Эпӗ хамăн туя лайăх астăватăп, ун чухне те çак пӗркенчӗк айӗнче «хӗр йӗрри» юрласа макăрса ларнăччӗ. Халӗ ӗнтӗ туйсем ӗлӗкхилле мар, çамрăксем пӗлмеççӗ. Тен, çавăнпа хутшăнас кăмăлӗсем те çукрах пулӗ», - терӗ вăл. Авланакан качча вара Николай Иванов питӗ те ăста кăтартса пачӗ. Ансамбльте чи ватти - Зинаида Краснова, вăл 92-ре пулсан та инçе çула тухма хăраса тăман. Сцена çинче те хăйне тивӗçлӗ тытрӗ, ташласа та пачӗ-ха. Зинаида аппа кашни çыннах хăй пек вăрăм ӗмӗрлӗ те сывлăхлă пурăнма пиллет, ăшă сăмах кашни валли тупать.
- Хам тутар хӗрарăмӗ пулсан та чăваш ансамблӗпе савăнсах ӗçлетӗп. Кăмăллатăп çак асанне-кукамайсене. Вӗсем çав ­тери ырă кăмăллăскерсем. Ре­петицисене Кипеккассинче ирт­теретпӗр. Ял, район шайӗнчи уявсене, мероприятисене хутшăнма ытларах Светланăпа Николай Ивановсем хатӗрлеççӗ, ман тивӗç - республика шайӗнчисене илсе тухасси. Паян кăтартнă йăлана, тӗрӗссипе, 10 çул каяллах пултарулăх отчечӗ валли хатӗрленӗччӗ, анчах вăл тӗне кӗменнисен йăли пулнипе маларах кăтартма май пулман. Халӗ вара ун пек чару çук. Питӗ лайăх кăтартса пачӗç ăна кипеккассисем. «Хӗр йӗрри» йăла-йӗркене эпир Евдокия Сидорова каласа панă тăрăх хатӗрлерӗмӗр. Шел, больницăра выртнипе хăй фестивале хутшăнаймарӗ. Пурне те тав тăвас килет. 82 çулпа пыракан Ольга Попована та асăнса хăварас килет, вăл пирӗн юрă пуçлакан. Мухтанатăп хамăрăн пултаруллă кинемисемпе, ушкăнри арçынсем те маттур. Вӗсем пулмасан кӗвӗ-юрă та пулмасть», - терӗ Ильсияр Кузьмина.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: