Сувар

Чăвашсен çулталăк поэми

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çыравçăсен пӗрле пуçтарăнсан сӳтсе явмалли ыйтăвӗсем сахал мар, сăмах кунта çулталăкра тунă ӗçсем çинчен кăна пымасть. Ку енӗпе савăнмалли пур пирӗн, 3-мӗш съезд хыççăн çулталăк кăна иртрӗ пулин те, çыравçăсен темиçе кӗнеки пичетленме ӗлкӗрчӗ. Калăпăр, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан М.Константинов хăйӗн 90 çулхи юбилейӗ...

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çыравçăсен пӗрле пуçтарăнсан сӳтсе явмалли ыйтăвӗсем сахал мар, сăмах кунта çулталăкра тунă ӗçсем çинчен кăна пымасть. Ку енӗпе савăнмалли пур пирӗн, 3-мӗш съезд хыççăн çулталăк кăна иртрӗ пулин те, çыравçăсен темиçе кӗнеки пичетленме ӗлкӗрчӗ. Калăпăр, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан М.Константинов хăйӗн 90 çулхи юбилейӗ умӗн икӗ кӗнеке кăларчӗ. Асăнса хăварар, авторăн вӗсем шучӗпе 16-мӗшпе 17-мӗш кӗнекисем пулчӗç. Нумай пулмасть Нурлатри «Туслăх» хаçат ӗçченӗсем те «Асамат кӗперӗ» кӗнекепе савăнтарчӗç. Унта вӗсем районти чăваш çыравçисен кăна мар, пултаруллă чăваш ачисен те хайлавӗсене кӗртнӗ. ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн Николай Сорокинăн «Вечная Волга» виçӗ томлă романӗ чăвашла куçарăнса («Аттеçӗм Атăл») пичетленчӗ. Тепӗр çитӗнӳ пирки те асăнмалла, Тутарстанри чăваш çыравçисен ӗçӗсемпе «Тăван Атăл» журналăн пӗр номерӗ тухрӗ.

Çыравçăсем прозăра кăна мар, поэзире те сисӗнмелле çитӗнӳсем турӗç. Пăва районӗнче пурăнакан Н.Зиминăн «Çăка çемйи» поэмине чăваш тӗнчинчи çулталăк поэми теме пулать. Темăна тарăн уçса çăка йывăçӗ урлă халăх шăпи, пултарулăхӗ, пурнăçӗпе паллаштарса вулакана тарăн шухăша яракан çак поэма ӗмӗрлӗхе юласси иккӗленӳллӗ мар.

Çыравçăсем чăвашсен сумлă çыннисем çинчен çырнă хайлавсен ярăмне кăларасси пирки те асăнчӗç. Çапла майпа СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă П.Дементьев, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă С.Коновалов тата ытти паттăр-чăвашсем çинчен çырса вӗсем çинчен астăвăма пулас ăрусем валли хăвармаллине палăртрӗç.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: