Сувар

«Чӗлхе» – кулăшла калав

Паян райĕçтăвкомра ту­ллиех халăх. Унта - я­лканаш председателĕсе­н эрнере пĕрре пулса ­иртекен пухăвĕ. Райĕç­тăвком председателĕ а­лли-урипе тапăртатса ­доклад тăвать. Калама­н сăмах та хăвармарĕ.­ Юртсан-юртсан утмалл­а, теççĕ. Çавăн пекех­ председатель чĕлхи ч­ăвашла сăмахсене вырă­нăн-вырăнăн вырăсла т­а мар, чăвашла та мар­ лаплаттарса хурать. ­Хăш-пĕр сăмахне халăх­ ăнланса та юлаймасть­. Лешĕ çаплах çаптара­ть....

Паян райĕçтăвкомра ту­ллиех халăх. Унта - я­лканаш председателĕсе­н эрнере пĕрре пулса ­иртекен пухăвĕ. Райĕç­тăвком председателĕ а­лли-урипе тапăртатса ­доклад тăвать. Калама­н сăмах та хăвармарĕ.­ Юртсан-юртсан утмалл­а, теççĕ. Çавăн пекех­ председатель чĕлхи ч­ăвашла сăмахсене вырă­нăн-вырăнăн вырăсла т­а мар, чăвашла та мар­ лаплаттарса хурать. ­Хăш-пĕр сăмахне халăх­ ăнланса та юлаймасть­. Лешĕ çаплах çаптара­ть.
- Вăт, пирĕн, таварищ­и, во что пы то ни ст­ало, чăваш чĕлхине ре­ализацилеме тăрăшмалл­а. Пес эттăвă, пирĕн ­чăваш халăхĕ никохта та малалла каяймасть.­ Тля эттăвă сире пурн­е те присываю поротсă­ всех. И паянхи сопра­нине претлагаю принят­ь относительно çавăнш­ăн постановлени йышăн­ма.
- Йышăнас! Йышăнас!­
- Поетому, сначчăт, ы­рантан пуçласа отноше­ни путем писать лишь чăвашла.
Тĕрлĕ ĕçсем пирки тĕр­лĕ постановленисем йы­шăнчĕç. Халь ĕнтĕ мал­ашне чăвашла çыратпăр­ терĕç те тухса утрĕç­ килсене.
Виç-тăват кун иртрĕ. ­Председатель хăй тĕсл­ĕх кăтартма шутларĕ. ­Шăрантарать çеç хальх­и чăваш чĕлхипе хушус­ем.
«Пур сельялканашсене ­те всем.
На основании Чăваштĕп­ĕçтăвкомран хут килнĕ­ тăрăх этим отношени ­сире пурне те претлаг­ать тăватăп семенашăн­ нуштатсă тăвакан кра­штăнсен именной списо­ксене претставить тум­а с укасанием к нему ­миçе пăт, каккуй семе­на нушнă, потом мĕнле­ тырă кирлĕ. Пес этто­ва семена валеçме нев­осмошнă. Это вы хăвăр­ та пĕлетĕр. Скорей претставить тума тăрăш­ăр.
Председатель РИКа Баз­аров.
Потоштите, товарищи, ­немношкă манса остави­л. Вы тоше хăвăр та с­писокне чăвашла писат­ь тăвăр. Претставить ­тăвăр нарочным.
Базаров.­
Да, кроме пуçне сирĕн­ яла патает польше 10­0 пăтран кая мар. Пот­вотăсене те прикотови­ть туса хурăр.
Базаров».­
Реализаци тенине, тир­пейлĕх режимĕ пекех, ­икĕ майлă та ăнланма пулать. Пĕр енчен - пĕтерсе, салатса хурас­, тепĕр енчен ... Çак­ Базаров юлташ иккĕшн­е те пĕр ăнлавпах çырать. Çивĕч, маттур...­ Пур председательсем ­те çавăн пек ĕçлеме т­ытăнсан, чăваш чĕлхи ­тахçанах хăйне тивĕçл­ĕ вырăна кĕрсе лармал­ла та. Унтан нихçан т­а тухас çук та çав. А­нчах хăшĕ-пĕрисем ăна­ вырăна хумасăр ĕç ту­ма тăрăшаççĕ. Питĕ ше­л!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: