Сувар

Чӗмпӗр миçе çулта?

(Алексей ЮХТАНОВ, Ульяновск облаçӗ). Чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн Ульяновскри уйрăмӗн председателӗн Николай Казаковăн Чӗмпӗр-Ульяновск хули йӗркеленнӗ датăна 1648 çултан 866 çула куçарасси пирки сӗнӗвӗпе аваллăха тӗпчекен Болгари тӗпчевçи Ангел Христов та интересленнӗ. Вăл ку ыйтура «Джагфар Тарихы» Атăлçи пăлхар летопиçӗсен пуххи çине таянать. Николай Казаков чăваш халăхӗн авалхи халапӗсенче те Чӗмпӗр...

(Алексей ЮХТАНОВ, Ульяновск облаçӗ). Чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн Ульяновскри уйрăмӗн председателӗн Николай Казаковăн Чӗмпӗр-Ульяновск хули йӗркеленнӗ датăна 1648 çултан 866 çула куçарасси пирки сӗнӗвӗпе аваллăха тӗпчекен Болгари тӗпчевçи Ангел Христов та интересленнӗ. Вăл ку ыйтура «Джагфар Тарихы» Атăлçи пăлхар летопиçӗсен пуххи çине таянать.

Николай Казаков чăваш халăхӗн авалхи халапӗсенче те Чӗмпӗр авалхи хула пулнине çирӗплетнине калать.

Паянхи кун тӗлне «Джагфар Тарихы» летопиçӗн вырăс тексчӗ кăна сыхланса юлнă. Çавăнпа та унти пулăмсене мăсăльмансен уйăх календарӗпе мар, эпир хăнăхнă Григориан календарӗпе палăртнă. Документ хăй ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче кăна пулса кайнă-ха. Ун çинчен маларах никам та, нимӗн те илтмен, истори докуменчӗсенче те ун çинчен асăнман. Вăл е мӗнле те пулин авалхи текста çӗнӗрен çырни, е йăлтах суя. Çавăнпа та Чӗмпӗр миçе çулта пулнине çӗнӗрен пăхса тухма сăлтав çук имӗш.

Анчах Николай Казаков та Ангел Христов хыççăн контраргументсем илсе кăтартать.

Вăл чăн малтанхи документа тепӗр хут çырнă пулсан та, унта истори пулăмӗсене кӗртнине асăнать. Мӗншӗн тесен çавăн чухлӗ ятпа пулăмсене сывлăшран илсе çыраймăн. Нумайăшӗ эпир пӗлекен фактсемпе тӳрӗ килет, калăпăр, Ибн Фадлан çулçӳревӗ. Çакăн пек суя текст çырас тесен наука кандидачӗсенчен кая мар пӗлӳллӗ сотрудниксенчен тăракан наукăпа тӗпчев институчех ӗçлемелле пулнă. Кама кирлӗ ку? «Слово о полку Игореве» алçырăва тупиччен те акă, ун çинчен ХVIII ӗмӗр вӗçӗччен никам та илтмен вӗт. Хальхи вăхăтра ку алçыру та çук, вăл 1812 çулта çунса кайнă. Апла пулин те, лингвистика анализӗ вăл тӗрӗсех пулнине кăтартнă-çке. «Джагфар Тарихы» Атăлçи пăлхар летопиçӗпе те çавăн пекех тесе шутлать Николай Казаков.

- Хам эпӗ Тутарстан районне кӗрекен Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех тăван тавралăх историйӗпе кăсăкланма тытăнтăм. Вăл вăхăтра учительсем пире Атăлçи Пăлхар çинчен нимӗн те каламан. Тӗрӗссипе, эпир çав патшалăхăн тӗп хулинчен - Пăлхартан - инçе те пурăнман. Çиччӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех пирӗн тăрăхра нимӗн те пулса иртмен-шим вара текен ыйту канăç памарӗ. Çапла эпӗ Çӗнӗ Йӗлмел историне тӗпчеме шутларăм. Нумай çӗннине пӗлтӗм. Ульяновск облаçне пурăнма куçсан Чӗмпӗр йӗркеленнин официаллă датичченхи вăхăтсем интереслентерме пуçларӗç. Хусана, Течче авалхи хуласем теççӗ. Ман шутпа, Чӗмпӗр те Атăлçи Пăлхарăн пӗлтерӗшлӗ центрӗ пулнах, - тет Николай Казаков кун пирки.

«Джагфар Тарихы» Атăлçи пăлхар летопиçӗсен пуххине 2001 çулта Софийăра пичетлесе кăларнă. Акă мӗнле çырнă унта:

«Чӗмпӗр - пăлхар баликӗ (çирӗплетнӗ крепость), ăна 866 çулта йӗркеленӗ. Пӗрремӗш эмират эпохинчи Пăлхар кӗпӗрни (636-1236 çç.)». « … хула Мардан-Нур Сувар округӗнче. Буртас - Чӗмпӗр çулӗсене мардан-буртассем пăхса тăнă, ун тăрăх пăлхарсем çӳренӗ. Алмуш патша Чӗмпӗре килсен ăна тата хушма крепоçсемпе, канавсемпе çирӗплетме ыйтнă. Çак ӗçе тумашкăн суварсене янă, вӗсене çӗр панă, территорие Сувар ят пама хушнă. Мардан-буртассемпе сăварсем - патшалăхра пурăнакан тӗрлӗ халăхсем».

Текстра чăнах та нумай информаци. Официаллă документсенче, тӗслӗхрен, 922 çулта Багдад элчисем Атăлçи Пăлхартан Халифата таврăнни çинчен информаци çук, кунта вара туллин çырса кăтартнă.

 

 

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: