Сувар

Чуна ыраттаракан çухатусем

«Сувар» хаçатăн кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырса кă­лар­нă икӗ хурлăхлă хыпара вуласан эпӗ канăçа çухатрăм, ниепле те лăпланаймастăп, асаилӳсем пуçран тухмаççӗ. Аркадий Алексеевич Харитонова хаçатăн кăçалхи 1-мӗш номерӗнче кăна-ха 75 çулхи юбилейпе саламланине вуларăм, анчах та унăн сăнӳкерчӗкӗ çине пăхсан чӗре карт! турӗ. Аркадий Алексеевич ытла та сăнран япăхнă, начарланса кайнă...

«Сувар» хаçатăн кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырса кă­лар­нă икӗ хурлăхлă хыпара вуласан эпӗ канăçа çухатрăм, ниепле те лăпланаймастăп, асаилӳсем пуçран тухмаççӗ.
Аркадий Алексеевич Харитонова хаçатăн кăçалхи 1-мӗш номерӗнче кăна-ха 75 çулхи юбилейпе саламланине вуларăм, анчах та унăн сăнӳкерчӗкӗ çине пăхсан чӗре карт! турӗ. Аркадий Алексеевич ытла та сăнран япăхнă, начарланса кайнă пек туйăнчӗ. Ку чирлемен-ши тесе те шухăшларăм. Темиçе кунтан Аркадий Алексеевич вилни çинчен шăнкăравласа пӗлтерчӗç...
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗ­сенче эпир Аркадий Алексеевичпа тата унăн мăшăрӗпе Нина Федотовнăпа Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкулта пӗр коллективра ӗçленӗ вăхăтра ялти клубра час-часах спектакльсем лартаттăмăрччӗ. Вӗ­сем иккӗшӗ те унта вылятчӗç. Çамрăк мăшăра ял халăхӗ питӗ юрататчӗ. Мӗнле юратмăн-ха? Иккӗшӗ те çамрăк, хитре, пултаруллă, тăрăшуллă. Эпир те учительсем Аркадий Алексеевича лайăх арăм лекнишӗн чунтан савăнтăмăр. Вӗсем пирвайхи хут сцена çине тухса юрлани паянхи кун та куç умӗнче. Нина Федотовна юрларӗ, Аркадий Алексеевич купăс каларӗ. Залри куракансем тăвăллăн алă çуп­рӗç, тепӗр хут юрлама ыйтрӗç. Аркадий Алексеевич спектакльсенче чăн-чăн артист пек вылятчӗ. Лайăх пурăнса ирттерчӗç пурнăçне тесе калас килет.
Каярах, эпӗ Кивӗ Тимушкелӗнчен куçса кайсан, темиçе çултан Аркадий Алексеевич «Уяв» ансамбль йӗркелесе яни çинчен илтрӗм. 1990 çулхи май уйăхӗнче эпир Анат Кама хулинче пӗрремӗш хут Микула праçникӗнче Уяв ирттернӗччӗ. Унта Аркадий Алексеевич хăйӗн коллективӗпе килнӗччӗ. Ун чухне пирӗн «Шăнкăрав» ансамбль тин çеç ӗçлеме тытăннăччӗ. Сцена костюмӗсене те çӗлеттерсе ӗлкӗрейменччӗ-ха. Камăн мӗн пур - çавна тăхăнса тухнăччӗ уява. Кивӗ Тимушкелсен «Уяв» ансамблӗ хитре костюмсемпе, хитре юрлаççӗ. Ытармалла мар! Уяв хула хӗрринчи улăхра иртрӗ. Халăх нумай пухăнчӗ, трамвайран анса юлакан çынсем те пурте пирӗн паталла утрӗç. «Уяв» ансамбль ун чухне Анат Кама çыннисене тӗлӗнтерсе хăварчӗ. Эпир те çакăн хыççăн хавхаланса хамăрăн ансамбльпе тата та лайăхрах ӗçлеме тытăнтăмăр. Пирӗн ертӳçӗ Борис Пет­рович Никитин тăрăшнипе «Шăнкăрав» ансамбль икӗ çулта чапа тухрӗ. Питӗ шел, Борис Петрович та пиртен ир уйрăлса кайрӗ. Вăл чӗртсе хăварнă «Шăнкăрав» паянхи кунччен те хăйӗн илемлӗ, çепӗç юррисемпе чăвашсене савăнтарать.
Тата тепӗр çухату - Анастасия Григорьевна Козлова. Темиçе çул каялла, 20 çул та иртрӗ пулӗ ӗнтӗ, эпир Павлă районӗнчи Потапово-Тăмпăрлă ялӗнче пухăва пуçтарăннăччӗ. Унта писательсем, поэтсем, чăваш обществисене пуçаракансем, чăваш вырсарни шкулӗсен пуçлăхӗсем хутшăннăччӗ. Пуху хыççăн ЧНКЦ председателӗ Виталий Николаевич Козлов пурне те хăй патне хăнана илсе кайрӗ. Çакăнта эпӗ Анастасия Григорьевнăпа паллашнăччӗ. Вăл пире хăйӗн çывăх тăванӗсене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илчӗ. Тӗлӗнмелле хӗрарăм, тарават, уçă кăмăллă. Пурне те сӗтел хушшине ларма чӗнчӗ. Сӗтел тулли апат-çимӗç. Çавăн чухлӗ халăха ӗçтерме-çитерме кăна мар, хăйсем патӗнче çӗр каçма та хăварчӗç Козловсем. Кашнин валли вырăн тупăнчӗ. Çак çурта чăваш утравӗ теме пулатчӗ. Унтанпа Анастасия Григорьевнăпа чăвашсен тӗрлӗ мероприятийӗсенче тӗл пулсан çывăх тăвансем пек калаçаттăмăр... Вăл та пиртен уйрăлса кайрӗ иккен. Халь тата Василий Дедушкин... Питӗ те шел.
Пире, Василий Афанасьевича, Аркадий Алексеевичпа Анастасия Григорьевнăна пӗлекенсене, çак хыпарсем питӗ те хурлантарчӗç. Вӗсене, вӗсен ырă ӗçӗсене эпир нихăçан та манас çук. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, çӳлти патшалăхра çӳреччӗр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: