Сувар

Чӑваш Ен хӗрне çунтарнă

Çак кунсенче Мускавра Чăваш Енӗн 30 çулти хӗрарăмӗ хăрушла вилӗмпе вилнине пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ «Москва» агентствăн хыпарӗ çине таянса. Çамрăкскер тӗп хулара мӗн туни паллă мар. Инкек июлӗн 10-мӗшӗнче юлташӗсемпе эрех ӗçнӗ чух пулнă. Паллă мар сăлтава пула тахăш вăхăтра çунма тытăннă вӑл. Пӗлӗшӗсем каланă тăрăх, пирус чӗртме тăнăскерӗн...

Çак кунсенче Мускавра Чăваш Енӗн 30 çулти хӗрарăмӗ хăрушла вилӗмпе вилнине пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ «Москва» агентствăн хыпарӗ çине таянса.

Çамрăкскер тӗп хулара мӗн туни паллă мар. Инкек июлӗн 10-мӗшӗнче юлташӗсемпе эрех ӗçнӗ чух пулнă. Паллă мар сăлтава пула тахăш вăхăтра çунма тытăннă вӑл. Пӗлӗшӗсем каланă тăрăх, пирус чӗртме тăнăскерӗн тăрук çӳçне тивсе илнӗ. Анчах та следствин урăхла верси, ăна бензин сапсах чӗртсе яма пултарнă текен шухăш пур вӗсен. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

Хӗрарăма çийӗнчех васкавлă пулăшупа ăсатнă пулсан та, çăлса хăварайман. Июлӗн 23-мӗшӗнче вăл больницăрах вилсе кайнă.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: