Сувар

Çичĕ сарă карточка

Шăп çакăн чухлĕ асăрхаттару илчĕç ЧНКА командипе вылянă вăхăтра Хусанти "Дубрава" футболисчĕсем. Анчах та "таса мар" вылянăшăн вĕсен явап тытма тиврĕ. Çапах веçех йĕркипе. "Динамо" стадионра çурхи ăшă хĕвел пире майлă çутатнăран чăваш каччисем 3-мĕш минутрах хула командин хапхине мечĕк тапса кĕртрĕç. Анчах голкипера ÿкернипе орбитр гола шута илмерĕ. Çапах...

Шăп çакăн чухлĕ асăрхаттару илчĕç ЧНКА командипе вылянă вăхăтра Хусанти "Дубрава" футболисчĕсем. Анчах та "таса мар" вылянăшăн вĕсен явап тытма тиврĕ. Çапах веçех йĕркипе. "Динамо" стадионра çурхи ăшă хĕвел пире майлă çутатнăран чăваш каччисем 3-мĕш минутрах хула командин хапхине мечĕк тапса кĕртрĕç. Анчах голкипера ÿкернипе орбитр гола шута илмерĕ. Çапах чăвашсем пĕрремĕш таймрах матчри шута уçрĕç. Çил пире хиреçчĕ. Çавăнпа та "Дубрава "шута танлаштарма пултарчĕ. Канма командăсем 1:1 шутпа кайрĕç. Палăртса хăвармалла, тĕп судья йышăнăвĕсем ку вăйăра тĕрĕс те тÿрĕ пулчĕç. ЧНКА та стандартсенче хÿтĕленме хатĕрленсе çитнĕ. Результат хăйне нумай кĕттермерĕ. Вăйă чăвашсен çĕнтерĕвĕпе 2:1 шутпа вĕçленчĕ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: