Сувар

Тӗнчери чи пӗчӗк хӗрарăм Индире пурăнать

Тӗнчери чи лутра пӳллӗ хӗрарăм - эпир пӗчӗк çынсем пирки калама хăнăхнă пек «метр с кепкой» мар, - пукане пысăкăш. Унăн пӗвӗ икӗ çулти ачанни пек. Сăнпа чăн-чăн дюймовочка - Джиоти Амге. Вăл Индири Нагпур хулинче 1993 çулта çуралнă. Ачаранах унра ахондроплазия текен шăмă-шакă чирӗ тупса палăртнă. Урăхла каласан Джиоти...

Тӗнчери чи лутра пӳллӗ хӗрарăм - эпир пӗчӗк çынсем пирки калама хăнăхнă пек «метр с кепкой» мар, - пукане пысăкăш. Унăн пӗвӗ икӗ çулти ачанни пек. Сăнпа чăн-чăн дюймовочка - Джиоти Амге.

Вăл Индири Нагпур хулинче 1993 çулта çуралнă. Ачаранах унра ахондроплазия текен шăмă-шакă чирӗ тупса палăртнă. Урăхла каласан Джиоти - карлик. Çак чире сиплесе чӗртме май çук. Çапла 18 тултарсан та хӗр 62,8 см çӳллӗше çеç ӳссе çитет. Йывăрăшпе вăл 12 кг таять.

2012 çулта ăна Рекордсене палăртакан Гиннес кӗнекине «Тӗнчери чи пӗчӗк хӗрарăм» титулпа кӗртеççӗ. Вăл модăпа кăсăкланать тата актриса пуласшăн. Çапах тӗп вырăнта пӗлӳ илесси. Тен малашне чи пӗчӗк хӗрарăма Болливуд фильмӗсенче курма пулӗ.

Хальлӗхе Джиоти хăйӗн валли тумсем çӗлет тата Индири телешоусене хутшăнать. Рекордсене палăртакан Гиннес кӗнекинчи хӗр хăйӗн пӗчӗк пӗвӗшӗн пӗрре те хумханмасть. Унăн шучӗпе тӗнче тăрăх çӳреме май пурришӗн унăн хăйӗн пӗчӗк кӗлеткине тав тумалла. Савăнăçлă рекордсменка çӗнӗ çынсемпе, пулăмсемпе паллашма пӗрре те хирӗç мар.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: