Сувар

Çӗнӗ çул кăтартакан Яковлевсем кирлӗ

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Чăваш шурсухалӗсен хуралӗн председателӗ Виталий Станьял Яковлевăн биографийӗнчи тавлашуллă самантсем çинчен сăмах хускатрӗ. «Патриарх кун-çулӗ пирки паян калаçма кирлӗ мар, чăвашсен пуласлăхӗ пирки вăл ун пек те, кун пек те каланă тесе тавлашнин усси çук. Яковлев биографине «Моя жизнь», ЖЗЛ кӗнекесенчен вуласа пӗлме пулать. Пӗр çирӗм çул...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Чăваш шурсухалӗсен хуралӗн председателӗ Виталий Станьял Яковлевăн биографийӗнчи тавлашуллă самантсем çинчен сăмах хускатрӗ. «Патриарх кун-çулӗ пирки паян калаçма кирлӗ мар, чăвашсен пуласлăхӗ пирки вăл ун пек те, кун пек те каланă тесе тавлашнин усси çук. Яковлев биографине «Моя жизнь», ЖЗЛ кӗнекесенчен вуласа пӗлме пулать. Пӗр çирӗм çул каялла педуниверситет Яковлевăн 12 томне пичетлесе кăларма шантарнăччӗ, анчах та хальлӗхе вӗсем çук. Енчен те унăн алçырăвӗсене пӗр улăштармасăр пичетлесе кăларсан, тавлашусем пулман пулӗччӗç. Тавлашаççӗ - пӗлменнипе. Тимлӗн вуласан веçех вырăна ларать. Юман та Яковлевăн айăплаканӗ мар, хӳтӗлекенӗ.Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ вăл гимнази те пулман. Ун хыççăн университета тӳрех илмен. Апла пулин те, мӗн чухлӗ пултаруллă çын тухнă унтан: Охотников, Иванов, Шупуççинни, Вантер, Павлов, Миронов, Трубина, Акимов, Трофимов, Иварбеев, Кузьмин тата ыттисем, тата ыттисем».

«Яковлев пулман пулсан» сăмах çаврăнăшӗпе çак кун нумай сăмах калакан усă курчӗ. Унăн вӗрентӗвӗ пирӗн халăха 150 çул каялла кӗре пуçланă. Çамрăк студент мӗншӗн çак ӗçе пуçăнни пирки аса илекен сахал. Крепостной право текеннине пăрахăçланă хыççăн чăвашсен историри чертелӗ йывăр тапхăрӗ тытăнать. Вăл вăхăтра патша влаçне вăйлатас тесе ирӗксӗр тӗне кӗртесси пурнăçланса пынă. Православие кӗрес мар тесе нумай чăваш мăсăльман тӗнне йышăнса тутара туха пуçланă. Мӗне шанса пурăнмалла çыннăн? Хамăр çӗр çук, тӗне хӗсӗрлеççӗ, çырулăх çук, куланай ӳсет, малашлăх иккӗленӳллӗ... Çакăн пек чухне этем вăйлăрах аталаннă халăх енне туртăна пуçлать, унăн чӗлхине, культурине йышăнать. Яковлевăн çутӗç ӗçӗ халăха аталану çулӗ çине тăратать. Пӗлӳре - çăлăнăç. Ик чӗлхе икӗ ăс, виç чӗлхе - виççӗ! Октябрь революцийӗ тӗлне чăвашла пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чăваш интеллигенцийӗ хунаса çитет. Акушерство ӗçӗ таранччен пӗлӳ илнӗ çынсем чăваш ялӗсем тăрăх саланаççӗ. Чăваш автономи облаçне туса хуракансем хушшинче те нумайăн пулаççӗ Яковлев вӗренекенӗсем.
Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн çак çутта кăларас меслечӗ пире пӗр ӗмӗр çурра çитрӗ. Анчах та çӗнӗ кун ыйтăвӗсем урăхларах. Паян ачасене чăвашла çителӗклӗ вӗрентейменни - халăх умӗнче тăракан чи пысăк йывăрлăхсенчен пӗри. Аталану чарăннă. Чакса пыратпăр. Историри черетлӗ хăрушă вăхăт çитрӗ. Çакна айван çын кăна ăнланмасть пулӗ. Хамăр чӗлхепе калаçсах пурăнӗç-ши малашне чăваш чӗпписем? Çук-тăр. Вӗрентӳ системи кун пекех майсем хăварсан - эпир аталанаймастпăр. Чӗлхе пуянлăхӗ пӗтнӗçем пӗтсе пырӗ. Апла-тăк, пире çӗнӗ çул кăтартакан яковлевсем кирлӗ. Пӗлӳре çăлăнăç, капăр тумпа тӗрленӗ галстукра мар... Чӗлхене вӗретессине блокчейн технологийӗ евӗр системăна кӗртсе яма пултаракан ăсчахсем çӗнтерӗç малашне. Çакă ӳсекен ăрăва çӗнӗ хăват парӗ, чăваш пулса аталанма пулăшӗ.

Манар мар патриархăн сăмахӗсене: «Çынсене хăйсен чӗлхине манма хушни - халăха вилме хушнипе пӗрех».



Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: