Сувар

Пăлхар çывăхӗнчи чăвашсем Валентина Пăлхарпи майлă

Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç. Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем çук, çапах та Яшпашел ялӗнчи шкулта чăвашла вӗрентме пуçланăранпа чӗлхе тата...

Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç.

Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем çук, çапах та Яшпашел ялӗнчи шкулта чăвашла вӗрентме пуçланăранпа чӗлхе тата культура лару-тăрăвӗ Спасски районӗнче кăштах улшăнчӗ. 2008-мӗш çулта пуçлаççӗ кунта çӗнӗрен чăвашла вӗрентме. 2014 çулта Президент програмипе çӗнӗ клуб туса пани те яшпашелсен кăмăлне çӗклет. Çавăнпа та вӗсем шкул çитӗнӗвӗсем çинчен доклад тăвакан завучран Лада Сусаринăран чăваш чӗлхи кружокне аслă çулти çынсемшӗн те йӗркелеме ыйтрӗç. Валентина Якличева вара хăйӗн отчетӗнче виçӗ çул хушшинче туса ирттернӗ ӗçсем çинчен каласа пачӗ. Кунта сăмах ытларах вăл йăмăкӗпе пӗрле йӗркеленӗ «Çеçпӗл» ансамбль тӗрлӗрен конкурссемпе фестивальсене тата уявсене хутшăнни çинчен пычӗ. Йывăрлăхсем те çук мар. Вӗрентӳ сферинче тăрăшакан чăваш центрӗн хастарӗсен культурăна аталантарас пӗлӳсене ӳстерес тӗллевпе ирттерекен семинарсемпе курссене хутшăнма май çук. Вӗсем вырăнне унта чăваш халăх пултарулăхӗпе пач çыхăнман культура тытăмӗнчи специалистсем каяççӗ. Чӗннӗ çӗре - уявсене е пухусене - кайкалама та укçа-тенкӗ енчен пулăшакан çук, ЧНКЦ председателӗн ытларах чухне хăй шутӗнчен тăкакланма тивет. Ку ӗçре пулăшма районти Культура управленийӗн пуçлăхӗ Ф.Ш.Низамов шантарчӗ. Пуçлăхсен тата хăнасен сăмахӗсем тăрăх В. Якличева хăйӗн тивӗçӗсене пӗтӗтмпех пурнăçланă, тăрăшса ӗçленӗ, çавăн пек малашне те пултăр тесе ЧНКЦ ертӳçин вырăнне каллех ăна суйласа лартрӗç. Халăх та хăй те питӗ кăмăллă юлчӗ. Уйрăмах концерт номерӗсемпе.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: