Сувар

Çӗнӗ йăла: шупăр коронацийӗ

Мелекес - Милӗккасси ятлă ялтан пуçланса кайнă теççӗ хальхи Димитровград чăвашӗсем. Имӗш кунта Кӗтӗрне патша валли милӗксем çыхса ăсатса тăнă. Апла-и, капла-и, Мелекес районӗн Акатуйӗнче чăвашсем кунта 3-4-мӗш ӗмӗрсенчех килсе вырнаçнă тесе çирӗплетекенсене хирӗçлекенсем пулмарӗç. Çак çӗрсем каярах Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн тытăмне кӗнӗ. Чăвашсен хăйсен туслă çемйине вырăссемпе тутарсене йышăннă....

Мелекес - Милӗккасси ятлă ялтан пуçланса кайнă теççӗ хальхи Димитровград чăвашӗсем. Имӗш кунта Кӗтӗрне патша валли милӗксем çыхса ăсатса тăнă. Апла-и, капла-и, Мелекес районӗн Акатуйӗнче чăвашсем кунта 3-4-мӗш ӗмӗрсенчех килсе вырнаçнă тесе çирӗплетекенсене хирӗçлекенсем пулмарӗç. Çак çӗрсем каярах Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн тытăмне кӗнӗ. Чăвашсен хăйсен туслă çемйине вырăссемпе тутарсене йышăннă. Халӗ кунта пирӗн йăхташсем пӗтӗмӗшле халăхăн 16 проценчӗ кăна пулсан та, районти 8 ял хутлăхӗнчен 4-шӗнче чăвашсем йышлă пурăнаççӗ.
Хулари «Западный» паркӗнче халăх нумай пухăннăччӗ. Йăла тăрăх, хăнасене çаврака çăкăрпа, чăкăтпа, пыл-сăрапа хăналаççӗ. Чăваш нацин пуян апат-çимӗçӗпе пире те сăйланма май килчӗ. Кăмакара пӗçернӗ çăмарта хăпартни таранччен туса килнӗ эврелсем. Эврел ял ятне çакăн пек ятлă юханшывран илнӗ. Хăна уявран выçă каймалла мар, теççӗ хушпу тăхăннă кинемисем, пурне те хăналаççӗ. Çынсем пӗр сӗтел патӗнчен тепӗр сӗтел патне çӳре-çӳре ташă кӗвви майăн малтан пуçӗсене суллама, унтан урисене хускатма пуçларӗç. Купăçи такмак кӗввине калама тытăнсан ура хуçса ташлакансем те тупăнчӗç Акатуя курма килнисен хушшинче.
Тӗп сцена çинчен хулари тата ялсенчи пултарулăх ушкăнӗсем юрă-ташă кăтартрӗç, пӗрлехи вăйă картине тăрасси те кунта йăлара иккен.
Саламлă сăмахсем те янăрарӗç микрофонсенчен. Димитровград хулин пуçлăхӗн çумӗ Светлана Порхаева пухăннисене питӗ ăшшăн саламларӗ. Чăвашсем районта пуринчен те малтан акана вӗçленине Мелекес районӗн пуçлăхӗ Ильяс Мухутдинов та палăртрӗ. Вăл ӗçре палăрнă район çыннисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Тыр-пур пухса илессипе Мелекес районӗ Ульяновск облаçӗнче пуринчен те малта пырать. Кӗркунне облаç пӳлмине кӗрекен кашни 4-мӗш тонна Мелекесран. Çавăнпа чыслаççӗ те ку тăрăхра çӗр ӗçченне.

Çакна та каласа хăвармалла. Чӗмпӗр тăрăхӗнчи чăвашсем наци юхăмӗнче ялан мӗн-тӗр çӗннине шутласа кăлараççӗ. Паллă чăвашсен палăкӗсене ялсенче лартасси те, хулара чăваш кил-çурчӗ хăпартасси те, наципе культура автономийӗ çумӗнче пулăшакансен эртлене йӗркелесси те вӗсен пуçарăвӗ. Димитровградри Акатуйра эпир чӗмпӗрсен тепӗр йăлине курса сăнама пултартăмăр.

Шупăра ӗлӗк ял çинче сумлă çынсен кăна тăхăнма ирӗк пулнă тет, ку вăл е ял старости, е мăчавар. Хальхи вăхăтра ăна кирек кам та çӗлеттерсе тăхăнаять, уйрăмах сцена ăстисем кăмăлларӗç çак тӗрӗллӗ тума. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен наципе культура автономийӗн ертӳçин Олег Мустаевăн шучӗпе шупăрпа чыслас авалхи церемоние çӗнӗрен чӗртмелле.

Ăна тăхăнса çӳреме чăвашсемшӗн чунтан тăрăшакан тивӗçлӗ çынна кăна ирӗк памалла. Шупăр тăхăнтартнă чухне маларах шупăр илме тивӗçнӗ виçӗ хисеплӗ çын пулмалла. Церемонире вӗсем те шупăрпа пулмалла. Шупăра халăх умӗнче тăхăнтартмалла. Ку ӗçе ял-йыш ырлани çынна тивӗçлӗ тесе хакланине пӗлтерет. Наркомансене шупăр тăхăнтартма юрамасть. Ӗçкӗпе иртӗнекенсенчен шупăра туртса илмелле, халăх ятне ан яччӗр. Шупăр тăхăнакан çын виличчен чăваш халăхӗшӗн тăрăшма тупа тăвать.

Димитровградри Акатуй вăхăтӗнче çапла пулса иртрӗ те. Районти чăвашсен наципе культура центрӗн ертӳçине Николай Иванова шупăр тăхăнтартакансем Олег Мустаев, Владимир Федоров, Владимир Чигаков пулчӗç.

Майăн 27-мӗшӗнче Ульяновскра хăйӗнче Акатуй пулать. Тата мӗнпе тӗлӗнтерӗç-ши пире Чӗмпӗр чăвашӗсем?

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: