Сувар

Çӗнтерӳ ялавне ентеш йăтрӗ

Майăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ парадра Çӗнтерӳ ялавне йăтса пыма хисеплӗ караул ротин уйрăмӗн командирӗ, 22 çулти Анат Кама каччи Алексей Фокеев тивӗçрӗ. «Парад пуçланас умӗн, пуçламăш позицисене тăрсанах, хумханма пуçларăм. Пирӗн çине пӗтӗм çӗршыв пăхать-çке. Кăшт та йăнăшма юрамасть, утăмсем пӗр пек, синхронлă пулмалла. Çапах та пӗрремӗш утăмсене...

Майăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ парадра Çӗнтерӳ ялавне йăтса пыма хисеплӗ караул ротин уйрăмӗн командирӗ, 22 çулти Анат Кама каччи Алексей Фокеев тивӗçрӗ.

«Парад пуçланас умӗн, пуçламăш позицисене тăрсанах, хумханма пуçларăм. Пирӗн çине пӗтӗм çӗршыв пăхать-çке. Кăшт та йăнăшма юрамасть, утăмсем пӗр пек, синхронлă пулмалла. Çапах та пӗрремӗш утăмсене тусанах пăшăрханни иртсе кайрӗ. Çӗнтерӳ ялавне йăтса пырса эпӗ чи малтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тивӗçлипе хисепленине кă­тартрăм», - тенӗ Алексей.

Ялав йăтакансен ушкăнне Алексее 15 салтакран суйласа илнӗ. Хăй каланă тăрăх, ку уншăн çарти чи çирӗп тӗрӗслев, чи йывăр конкурс пулнă. Сăмах май, кăçал ялав йăтакансем пурте контрактпа тăракан салтаксем пулнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: