Сувар

Çӗнтерӗве вӗçертмерӗç

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстан Республикин нумай нациллӗ вырсарни шкулӗсемпе этнокультура компоненчӗллӗ вӗрентӳ шкулӗсен фестивалӗн çӗнтерӳçисемпе номинанчӗсем пирки пӗлтеретпӗр. Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ гала-концертра пӗтӗмлетӳсем турӗç. Тӳрех калас пулать, вӗсем пирӗншӗн савăнăçлă пулчӗç. Республикăри чăваш шкулӗсенчи ача-пăчасен ансамблӗсем халăхăмăрăн ятне чыслăн хӳтӗлерӗç. Тутарстанра пӗтӗмпе виçӗ суйлав турӗ иртнӗ...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстан Республикин нумай нациллӗ вырсарни шкулӗсемпе этнокультура компоненчӗллӗ вӗрентӳ шкулӗсен фестивалӗн çӗнтерӳçисемпе номинанчӗсем пирки пӗлтеретпӗр. Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ гала-концертра пӗтӗмлетӳсем турӗç. Тӳрех калас пулать, вӗсем пирӗншӗн савăнăçлă пулчӗç. Республикăри чăваш шкулӗсенчи ача-пăчасен ансамблӗсем халăхăмăрăн ятне чыслăн хӳтӗлерӗç.

Тутарстанра пӗтӗмпе виçӗ суйлав турӗ иртнӗ - Çырчаллинче, Элметре, Хусанта. Заявкăсем 70 ытла пуçтарăннă. Суйлавсем тăрăх жюри виçӗ номинаципе 36 коллективпа хутшăнакана I, II, III степеньлӗ дипломсемпе наградăларӗ. «Вокал», «Хореографи», «Халăх творчестви» номинацисенче чи пултаруллисемпе талантлисем палăрчӗç. Унсăр пуçне йӗркелӳçӗсем ятарлă номинацисем те палăртрӗç.

Фестиваль çӗнтерӳçисене Туслăх Çурчӗн директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ирек Шарипов саламларӗ. «Çӗршер çулсем хушшинче Тутарстанра вӗрентӳ облаçӗнче çирӗп йăласем йӗркеленсе çитнӗ. Паян эпир республикăра кашни шкултах вырăспа тутар чӗлхисене вӗрентнипе çеç мар, 92 чăваш, 28 удмурт, 20 мари шкулӗ ӗçленипе мухтанатпăр. Унсăр пуçне мордва, иврит, нимӗç, пушкăрт чӗлхисемпе вӗрентекен шкулсем те пур. Чăвашсен, мордвасен, марисен, удмуртсен 60 проценчӗ хăйсен тăван чӗлхипе вӗреннине пӗлнӗ чух, малашне вӗсем хăйсен халăхӗн хастар ертӳçисем пулса тăрасса пӗлетпӗр», - терӗ Ирек Ильдусович.

ТР Президенчӗн департаменчӗн наци политикине пурнăçлассипе управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин çӳлерех асăннă фестивале Тутарстан Республикин чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутне кӗртрӗ.

«Вырсарни шкулӗсем - хăйне евӗр уйрăм шкулсем. Унта халăх культури, йăли-йӗрки çине тӗп тимлӗхпе пăхаççӗ. Чи кирли - вӗсем туслăхра пурăнни. Эсир хăвăрăн йăх-тымарсемпе, культурăпа интересленни халăх çитӗнӗвӗсене çитес ăрусене парса хăварма пултарассипе пӗлтерӗшлӗ, кирлӗ», - терӗ Данил Махмутович.

Пултаруллă та талантлă ачасене ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн ӗçтăвком ертӳçи Николай Владимировпа жюри пайташӗ, ТАССР тава тивӗçлӗ артистки Римма Ибрагимова та саламларӗç.

Концерт çав тери интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ пулчӗ. Пӗрин хыççăн тепри сцена çине вырăссем, чăвашсем, тутарсем, крешӗнсем, мордвасемпе марисем, грузинсемпе армянсем тухрӗç. Юрларӗç, ташларӗç, йăла-йӗрке постановкисем кăтартрӗç. Мӗн тӗрлӗ халăх пурăнать пирӗн республикăра! Ниçта тухмасăрах, чикӗ урлă каçмасăрах ют чӗлхепе калаçакансен культурипе паллашатăн. Хитре илтӗнет тӗрлӗ чӗлхепе калаçни, юрлани. Пуян Тутарстан ку енӗпе. Сцена çине чăвашсем тухсан ытларах та хӗпӗртетӗн. Чăннипех савăнтарчӗç вӗсем пире. Кашни номинацирех çӗнтерекенсем пулчӗç. «Хореографи» номинацире I степеньлӗ диплома Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ял шкулӗн «Зажигай» творчествăлла ушкăнӗ тивӗçрӗ (ертӳçи М.А.Захарова вӗрентекен). Çак номинацире ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăкӗсен ташă ушкăнӗ те палăрчӗ. Мария Артемьева ертсе пыракан ушкăн II степенльӗ диплома илчӗ. «Вокал» номинацире Спас районӗнчи Санатори интернат-шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Якличева II степенльӗ диплом лауреачӗ пулчӗ. Çак шкул тепӗр çитӗнӳпе те савăнтарчӗ. Валентина Якличева ертсе пыракан «Çеçпӗл» ансамбль «Халăх творчестви» номинацире II степенльӗ диплома тивӗçрӗ. Маттурсем!

«Вокал» номинацире Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнчи шкул вӗренекенӗ Ника Прокопьева та палăрчӗ, вăл II степеньлӗ диплом лауреачӗ ертӳçи Л.Прокопьева.

«Халăх творчестви» номинацие чăвашсем хăйсен аллинчен вӗçертес темен пулмалла, пӗрремӗш вырăн та пирӗннисенех çакланчӗ. Лениногорскри Çӗнӗ Шешкелӗнчи «Çăлкуç» ансамбль çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçлипе илчӗ. М.Г.Кузьминапа Л.Ф.Матвеева ертсе пыракан ушкăн чăвашсен улахне артистсенчен кая мар интереслӗ кăтартса пачӗç.

Фестивалӗн чи пӗчӗк хутшăнаканне, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен София Чаркинăна куракансем юратса йышăннипе жюри ăна «Куракансен кăмăлне кайнишӗн» дипломпа палăртрӗ. Пӗчӗк çăлтăртан çав кунхине ТНВ телеканал интервью та илчӗ, кунта та çухалса каймарӗ хӗр пӗрчи. Çакăн пек хастарсем пур чухне чăваш культуришӗн пăшăрханни те иртсе каять.

Фестивалӗн пӗлтерӗшӗ чăнах та пысăк. Вăл ачаран хăв халăхăн йăли-йӗркисене, чăвашлăха ăша хывма пулăшать. Тӗрӗс çулпа утатпăр, юлташсем!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: