Сувар

Çӗр çул каялла çӗршыври паллă историксем пăлхарсене чăвашсен несӗлӗсем тесе шутланă

Сергей Федорович Платонов - тӗнчипе паллă историк. Вăл патша вăхăтӗнче шкулсем валли вырăс историйӗн кӗнекисене кăларассипе палăрнă. Пысăк тӗпчевсем ирттернӗшӗн истори ăслăлăхӗсен докторне 1908 çулта Раççей наука академийӗн член-корреспондентне суйласа лартаççӗ. Платонов ӗçӗсем цензурăран хăраманнипе уйрăлса тăраççӗ, тен çавăнпа пулӗ, влаçа большевиксем килсен ăна ытлашши тӗкӗнмеççӗ. Анчах та шкулсем валли...

Сергей Федорович Платонов - тӗнчипе паллă историк. Вăл патша вăхăтӗнче шкулсем валли вырăс историйӗн кӗнекисене кăларассипе палăрнă. Пысăк тӗпчевсем ирттернӗшӗн истори ăслăлăхӗсен докторне 1908 çулта Раççей наука академийӗн член-корреспондентне суйласа лартаççӗ. Платонов ӗçӗсем цензурăран хăраманнипе уйрăлса тăраççӗ, тен çавăнпа пулӗ, влаçа большевиксем килсен ăна ытлашши тӗкӗнмеççӗ. Анчах та шкулсем валли кӗнеке кăларма чараççӗ. Çапах та вăл çырнă «Учебник русской истории» 1917 çулта кун çути курса ӗлкӗрет. Каярах ăна ют çӗршывра та пичетлесе кăлараççӗ. Çак кӗнеке пуçламăшӗнче Сергей Платонов славян, каярах вырăс халăхӗн аталанăвӗ çине ытти халăхсем еплерех витӗм кӳни çинчен çырать. Çав шутра атăлçи пăлхарсене те асăнать. Унăн кӳртӗм пайӗнче (1992 çулта Мускаври «Прогресс-политика» издательствора çӗнӗрен пичетлесе кăларнă кӗнекен 26-мӗш старници) çапла çырни те пур: «С падением Хозарского царства булгары существовали самостоятельно, но много терпели от русских и были окончательно разорены в XIII в. татарами (их потомки, чуваши, теперь слабое и малоразвитое племя).» Истори тăрăх паллă, 1917 çулта чăваш халăхне ирӗке кăларса статусне çӗклес текен революционерсем пуçӗсене йăтма кăна пуçланă-ха, ку Платоновăн 100 çул каяллахи хакӗ. Çапах та историк çирӗплетсех калать: пăлхарсен тăхăмӗсем - чăвашсем. Кунта нимӗнле иккӗленӳ те çук. Хăйӗн историлле тӗпчевӗсемпе тӗнче шайӗнче палăрнă ученăя ӗненмесӗр пултараймастпăр. Вăл вăхăтра кӗнекесене коммунизм витӗмӗсӗр, тӗрӗслӗхе пăхăнса çырнă. Мӗншӗн-ха тутар историкӗсем 100 çул каяллахинчен урăхларах шухăша сарма тăрăшаççӗ? Тӗне пула тетӗр-и? Кун çинчен Платонов та çырать: «Сношения с арабами и хозарами распространили между булгарами магометанство и некоторую образованность.» Хамăр аваллăх çине тинкеререх пăхсан эпир чăвашсен тумӗнче (качча кайнă хӗрарăмăн çӳçне кăтартма юраман), йăлисенче (хӗр вăрласси, хулăм парасси) тата ытти самантсенче ислам витӗмӗ пулнине асăрхама пултаратпăр. Çапах та ку пире чăвашла калаçма тата çырма чăрмантарман. Мӗне тăраççӗ сыхланса юлнă вилтăприсем çине вырнаçтарнă чул палăксем çине çырнисем. Унта араб саспаллийӗсемпе чăвашла сăмахсене çырнă вӗт. Çакă та вăл вăхăтри Пăлхарти пӗлӳ шайӗ çине ислампа пурăнакан арабсем пысăк витӗм кӳни çинчен калать. Çапах та пăлхарсем хăйсен чӗлхипех калаçнă тӗслӗхсем чул çине çырăнса юлнă...
Нумай пулмасть Пăлхарти çӗнӗ музейсенче пулса куртăмăр. Шел пулин те унти экскурсоводсем çак вырăнта пурăннă авалхи халăх çинчен каласа панă вăхăтра «чăваш» сăмахпа усă та курмаççӗ. Антон Дрекслер хăй вăхăтӗнче «Историю пишут победители...» - тесе тӗрӗсех каланă-тăр çав. Ку каларăшăн вӗçӗ те пур вӗт: «... поэтому в ней не упоминаются проигравшие»...

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: