Çӗр сехечӗ

Мартăн 25-мӗшӗнче тӗнчери чи паллă «Çӗр сехечӗ - 2017» экологи акцийӗ пулать. Вăл 20:30 сехетре пуçланса 21:30 сехетчен пырать. Кăçалхи акцин теми этем çутçанталăкшăн яваплă пулни. Унта сăмах çынсем хăйсен тавралăхне мӗнле улăштарни, çакă мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки пырӗ. Темăна кура акцин слоганӗ те уçăмлă: «Хăвна улăштар, планетăна...
Мартăн 25-мӗшӗнче тӗнчери чи паллă «Çӗр сехечӗ - 2017» экологи акцийӗ пулать. Вăл 20:30 сехетре пуçланса 21:30 сехетчен пырать. Кăçалхи акцин теми этем çутçанталăкшăн яваплă пулни. Унта сăмах çынсем хăйсен тавралăхне мӗнле улăштарни, çакă мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки пырӗ. Темăна кура акцин слоганӗ те уçăмлă: «Хăвна улăштар, планетăна мар!»
Аса илтеретпӗр, акци кашни çул мартăн юлашки шăматкунӗнче иртет. Пӗлтӗр унта 172 çӗршыври 2 миллиард çын хутшăннă. Раççейре те тӗрлӗ хулари 20 миллиона яхăн çын тӗрев панă. Хусанта, тӗслхрен, «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн, ТР Министрсен кабинечӗн, ТР Патшалăх Канашӗн, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин çурчӗсен çуттисене сӳнтернӗ. Хусан мэрийӗ те хутшăнмасăр юлман, вăл район администрацисен çурчӗсен тата Хусан Ратушин çуттисене вăхăтлăха сӳнтернӗ.
Кăçал та тӗнчери мӗнпур çынна çак акцие хутшăнса çутта тата электроприборсене пӗр сехетлӗхе сӳнтерме чӗнсе калаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç3800
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.4100
-
6 марта 2021 - 08:00Фермерсем, сире 100 пин тенкӗ кӗтет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви ТР Правительстви пулăшнипе фермерсен хушшинче «Тутарстан Республикин фермер династийӗ» конкурс пуçарнă. Çӗнтерӳçӗсене тӗп парне – 100 пин тенкӗ укçан преми – кӗтет.3500
-
5 марта 2021 - 20:50ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ7201
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ2300
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ40612
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ16300
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ283600
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ19100
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ13800
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ13501
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика