Сувар

Çурçӗр флотӗнче «Етӗрне» тральщик хуралта

Ăçта чăваш çук Раççейре? Тӗрӗс, çӗршывăн кашни кӗтесӗнче. Хамăр чӗлхерен вăтанса кăна нумай чухне «вырăс» эпир. Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçин кунӗнче Мурманск тăрăхӗнче те акă, чăваш кӗвви-ташши янăранине хыпарлать Чăваш наци конгресӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче «Чăваш культурин обществи «Чăваш Ен» обществăлла организацин представителӗсем Хӗрлӗ çар тата Тинӗс-çар флочӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине...

Ăçта чăваш çук Раççейре? Тӗрӗс, çӗршывăн кашни кӗтесӗнче. Хамăр чӗлхерен вăтанса кăна нумай чухне «вырăс» эпир. Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçин кунӗнче Мурманск тăрăхӗнче те акă, чăваш кӗвви-ташши янăранине хыпарлать Чăваш наци конгресӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче «Чăваш культурин обществи «Чăваш Ен» обществăлла организацин представителӗсем Хӗрлӗ çар тата Тинӗс-çар флочӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă митинга хутшăннă. Кунти чăвашсем те «Морская душа» мемориал комплексӗ умне чечексем хунă. Ку ахаль мар-мӗн, мемориал комплексӗн пӗр пайӗ шăпах «Чăваш комсомолецӗ» шыв ай карапӗн пӳлӗмӗ иккен.

Чăваш пӗрлешӗвӗ Çурçӗр флочӗн Кольск флотилийӗпе пӗрле 10544-мӗш çар чаçӗ валли хатӗрленӗ «Сире валли, арçынсем!» концерт чăн-чăн парне пулнă. «Раççей офицерӗсем», «Донбасс доброволецӗсен канашӗ» обществăлла организацисен Мурманскри уйрăмӗсен представителӗсем куракансене уявпа саламланă хыççăн ытти артистсемпе пӗрле «Акатуй» чăваш юррин вокал ансамблӗ тăван халăх юрри-кӗввипе уява чун кӗртнӗ.

Кунсăр пуçне Мурманск чăвашӗсен пӗрлешӗвӗн представителӗсем шефа илнӗ «Етӗрне» мина тральщикӗ çинче те пулнă. Вӗсем карапăн составне уявпа саламланă май, йăхташсене тăван ен кучченеçӗсене панă. Çав кунах «Акатуй» ансамбль Полярный хулинчи Культура центрӗнче, 23-мӗшӗнче Кольски районӗнчи Междуречье ялӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланă уяв концерчӗсене хутшăннă.

Мурманск чăвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Валерий Осипов кунта хӗсмет иртекен Чăваш Ен çамрăкӗсене çарпа патриотизм воспитанийӗ панăшăн Çурçӗр флочӗн вице-адмиралне, Кольск флотилийӗн командующийне Олег Вячеславович Голубева - ЧР Пуçлăхӗн Михаил Игнатьевăн, Çурçӗр флочӗн Кольск флотилийӗн штаб пуçлăхӗн çумне, 1-мӗш рангри капитана Алексей Валерьевич Пашина тата «Етӗрне» тральщикăн командирне, 3-мӗш рангри капитана Олег Игоревич Смирнова ЧНК президенчӗн Николай Угасловăн Тав çырăвӗсене панă.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: