Сувар

Çутçанталăка хамăр пăсатпăр

2017 çулăн апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та пӗтӗм муниципаллă районсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта экологи министрӗ Ф. Абдулганиев санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа...

2017 çулăн апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ.

Апрелӗн 8-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та пӗтӗм муниципаллă районсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта экологи министрӗ Ф. Абдулганиев санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен пынине аса илтернӗ. Унăн сăмахӗсем тăрăх, пӗрремӗш эрнере кăна республикăра 459 хут закона пăсса çутçанталăка сиен кӳнине шута илнӗ, 288 протокол çырнă, должноçри 63 çынна тата 21 предприятипе организацие явап тыттарнă. Тата санкцилемен 210 çӳп-çап купине асăрханă. Вӗсенчен 92-шне тасатма ӗлкӗрнӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: