Сувар

Çыхăну çирӗпленет

Тюмень облаçӗнчи «Тăван» чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă тунă май, ноябрь уйăхӗн çурринче «Бичурин вулавӗсем: чăвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Регионăн культура пурнăçӗнчи çак пӗлтерӗшлӗ мероприятие тӗрлӗ хулари наци пӗрлешӗвӗсен кăна мар, ют çӗршыв представителӗсем те хутшăнчӗç. Виçӗ куна тăсăлнă...

Тюмень облаçӗнчи «Тăван» чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă тунă май, ноябрь уйăхӗн çурринче «Бичурин вулавӗсем: чăвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Регионăн культура пурнăçӗнчи çак пӗлтерӗшлӗ мероприятие тӗрлӗ хулари наци пӗрлешӗвӗсен кăна мар, ют çӗршыв представителӗсем те хутшăнчӗç.

Виçӗ куна тăсăлнă форумăн пӗрремӗш кунӗнче Тюмень облаçӗнчи Горьковка ялӗнчи шкул­та чăваш культурипе уçă урок иртрӗ. Иккӗмӗш кунӗнче Тюменьти культура институ­тӗнче «Бичурин вулавӗсем» конференцин пленарлă ларăвӗ, каçхине вара Чăваш Ен артисчӗсен концерчӗ пулчӗ. Конференцие хутшăнакансем виç­çӗ­мӗш кунӗнче Тобольск ху­линчи Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш çурт çине Никита Бичуринăн асăну хăмине вырнаçтарчӗç.
- Савăнăçра та, хуйхăра та пӗрле пуласси чăвашсен йăли, - пӗлтерет «Поволжье» коммерцилле мар пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Таллинри (Эстони) чăваш му­зейӗн директорӗ Ираида Захарова. - Наукăпа практика конференцийӗ пирӗншӗн савăнăçлă пулăм. Пӗрлештерекен уяв çинчен сăмах пырать пулсан инçе çул чăрмав мар. Хамăр культурăна çакăн пек шайра сыхласа хăварасси питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ыйтăва наукăпа практика конференцийӗ шайӗнче татса пани хамăр культурăпа халăха упранине, юратнине пӗлтерет.
- Никита Яковлевич Бичурин - Чăваш Енӗн тӗп востоковечӗ, калаçăва малалла тăсать Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн сотрудникӗ Анна Александрова. - Ун çинчен чăвашсен паллă историкӗ Василий Дмитриев нумай çырнă. Пирӗн институтăн сотрудникӗсем Василий Дмитриевич çинчен çырнă статьясен пуххине кăларчӗç. Çак кӗнекене Тюмене илсе килтӗм. Ку хулара эпӗ пӗрремӗш хут, халăх питӗ килӗшрӗ, вӗсем чăвашсене тӗрев параççӗ. Тюмень чăвашӗсемпе çыхăну пур­ри пире савăнтарать, - терӗ Анна Александрова.
- 1991 çулта «Тăван» чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацие йӗркелесен эпир чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе, çырулăхӗпе çывăхрах паллашрăмăр, - каласа парать организацин хастарӗ, запасри подполковник Николай Герасимов. - Ассоциаци чăвашсене пӗрлештерчӗ. Пирӗн пата Чăваш Енрен артистсем килме пуçларӗç. Чăвашсемпе çыхăнусем çирӗпленсе кăна пыраççӗ. Çапла 25 çул ăнăçлă ӗçлетпӗр эпир.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: