Сувар

Çынна çур çултан тупнă

Камско-Устьински районӗнче Атăлра çур çул каялла çухалнă 55-ри пулăçăн кӗлеткине тупнă. Нумай пулмасть, Тенишево поселокӗ çумӗнчи Атăл хӗрринче Хусанра пурăнакан çын такамăн кӗлеткине асăрханă. Çав кунах ăна морга ăсатнă. Паян, май уйăхӗн 24-мӗшӗнче Анастасия Гришкина морга пырса шыв хӗрринче тупнă кӗлеткене палласа илнӗ. Вăл унăн мăшăрӗ - 55-ри Игорь Владимирович...

Камско-Устьински районӗнче Атăлра çур çул каялла çухалнă 55-ри пулăçăн кӗлеткине тупнă.

Нумай пулмасть, Тенишево поселокӗ çумӗнчи Атăл хӗрринче Хусанра пурăнакан çын такамăн кӗлеткине асăрханă. Çав кунах ăна морга ăсатнă. Паян, май уйăхӗн 24-мӗшӗнче Анастасия Гришкина морга пырса шыв хӗрринче тупнă кӗлеткене палласа илнӗ. Вăл унăн мăшăрӗ - 55-ри Игорь Владимирович Гришкин пулнă.

Аса илтеретпӗр, унччен «Татар-информ» информаци агентстви 2016 çулта октябрӗн 30-мӗшӗнче Камско-Устьински районӗнче пулă тытнă хушăра виçӗ пулăçă çухалнине пӗлтернӗччӗ. Вырăнта шыравпа пулăшу ӗçӗсем пуçланнă пулнă. Икӗ сехетрен Лайăш районӗнчи Тетеево ялӗ çумӗнче шыв çинче 45-ри арçыннăн кӗлеткине, тепӗр сехетрен 37-ри арçынна тупнă. Виççӗмӗш пулăçа, шел пулин те, ун чухне тупайман. Çур çултан тин...

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: