Сувар

Елабуга чăвашӗсене ертсе пыракан çук

Ытти районсенче чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем хăйсен ӗçне хастаррăн илсе пыраççӗ пулсан, хăш-пӗр пӗчӗк мар хуласенчех, шел пулин те, чăвашлăх ӗçӗ аран-çуран пырать. Сăмах Ешӗлвар (Зеленодольск) тата Елабуга пирки пырать. Елабугăра чăвашсем иртнӗ çулсенче пухăнкаласа юрăпа ташă ансамблӗ тукаларӗç пулсан, Ешӗлварти чăвашсем йăшăлтатмаççӗ те. Çав вăхăтра унти чăвашсен официаллă шучӗ...

Ытти районсенче чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем хăйсен ӗçне хастаррăн илсе пыраççӗ пулсан, хăш-пӗр пӗчӗк мар хуласенчех, шел пулин те, чăвашлăх ӗçӗ аран-çуран пырать. Сăмах Ешӗлвар (Зеленодольск) тата Елабуга пирки пырать. Елабугăра чăвашсем иртнӗ çулсенче пухăнкаласа юрăпа ташă ансамблӗ тукаларӗç пулсан, Ешӗлварти чăвашсем йăшăлтатмаççӗ те. Çав вăхăтра унти чăвашсен официаллă шучӗ пинрен иртет. Экономика тӗлӗшӗнчен ӳссе-аталанса пыракан, музейсемпе палăксен центрӗ пулса тăнă Елабуга чăваш культурине сарас тӗлӗшӗпе кăна аталанаймасть. Апрелӗн 9-мӗшӗнче кунти чăваш культура центрӗн ертӳçи Николай Липатов хулари чăвашсене пуçтарса пуху ирттерме, унта çӗнӗ председатель суйлама сӗнсе ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗсемпе калаçрӗ. Елабугăри чăвашсен пухăвӗ хăçан пулассине малашнехи хыпарсенче çырса пӗлтерӗпӗр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: