Сувар

Эрнелӗх гороскоп 15.05 – 21.05

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере хăвăрăн лидер пултарулăхне кăтартатăр, ӗçтешсем сирӗн шухăшсемпе килӗшеççӗ. Ӗçлӗ калаçусем, тӗлпулусем ăнăçлă иртеççӗ, партнерсене пултарулăхăрпа тӗлӗнтеретӗр. Юратура улшăнусем пулӗç. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк пур. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Наянланма вăхăт пулмӗ - интереслӗ тӗлпулусем нумай. Усăллă çыхăнусем йӗркелес тесен тăрăшма тивӗ. Талантăра кăтартма пӗлсен...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере хăвăрăн лидер пултарулăхне кăтартатăр, ӗçтешсем сирӗн шухăшсемпе килӗшеççӗ. Ӗçлӗ калаçусем, тӗлпулусем ăнăçлă иртеççӗ, партнерсене пултарулăхăрпа тӗлӗнтеретӗр. Юратура улшăнусем пулӗç. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк пур.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Наянланма вăхăт пулмӗ - интереслӗ тӗлпулусем нумай. Усăллă çыхăнусем йӗркелес тесен тăрăшма тивӗ. Талантăра кăтартма пӗлсен çитӗнӳсем те пулӗç. Укçа выляса илес шанчăк пур. Канмаллисенче çурт таврашӗнчи ӗçсене тума тивӗ, килтисем пуçаруллăрах пуласса кӗтеççӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере çынсемпе хутшăнма çăмăл пулӗ. Сирӗн çине пăхса ӗçтешӗрсем те хăйсен тивӗçӗсене аса илӗç. Пуçлăх творчествăлла хушусем парса тултарӗ. Авантюрăсене хутшăнасран асăрханăр. Канмаллисенче хăшӗсем çемьепе канма кайӗç е хăна тăрăх çӳрӗç.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Таврари çынсене япăххипе тӗлӗнтересрен асăрханăр. Ырă çынсемпе кăна хутшăнма тăрăшăр, çапах усал пуçлăха та вырăна лартма пултаратăр. Интереслӗ сделкăсене пула укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлататăр. Юратура улшăнусемсӗр, хăшӗсен хыçран çӳрекенсен шучӗ йыш­ланӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере хăвăра ăнать теме пултаратăр. Интереслӗ те ăнăçлă сделкăсем, контрактсем туллиех пулӗç, çавна кура ăмсанакансем те йышланӗç. Çемье пирки ан манăр, пӗрле канни хутшăнусене çирӗплетӗ, юлташсемпе тӗл пулма та вăхăт тупмалла.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Шутланă пек ӗçтешсемпе юлташăрсене пур енӗпе те тӗлӗнтерме пулмӗ. Ӗçӗ творчествăпа çыхăннисем хăйсене кăтартса лайăх укçа ӗçлесе илӗç. Юратура хӗрӳ тӗлпулусем кӗтеççӗ. Çемьеллисен канмаллисене пӗрле ирттерме тăрăшмалла, «савнипе шалашра та ырлăх» каларăша хăвăр çинче тӗрӗслетӗр.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Йӗркелӳçӗ пултарулăхне кăтартма пӗлсен, ӗçри авторитет ӳсӗ, хăшне-пӗрне должноçпа ӳстерме пултарӗç. Ӗçлӗ калаçусем те ăнаççӗ, сирӗнпе интересленеççӗ. Харпăр хутшăнусем япăх мар, мăшăрăн кутăн тăванӗсемпе те пӗр сăмах тупма пултараятăр. Савнисем тӗлпулусем кӗтеççӗ.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Тӗллевсене епле пурнăçламаллине пуринчен лайăхрах пӗлетӗр, ăнăçу сирӗн енче, хăюллăн тӗллев­сем лартăр. Ӗçре те пултарулăхăра кăтартма тăрăшăр, пуçлăх интереслӗ хушу парӗ. Командировкăсенчен усăллă паллашусемпе таврăнатăр. Çăлтăрсем юратура романтика нумай пуласса систереççӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Çак тапхăрта йӗркелӳçӗ пултарулăхне кăтартсан, ӗçтешӗрсем сирӗн хыççăн вута та кӗме хатӗр пулӗç. Мӗн-тӗр тӳрех пурнăçланмасан ăнăçлă вăхăта кӗтӗр. Хăш-пӗрисен бизнесмен пултарулăхӗ вăранӗ, çавăнпа юристсемпе бухгалтерсен хушшинче пӗлӗшсем шырăр. Качча кайма, авланма лайăх вăхăт.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Тӗллевсене пурнăçлама ним те тытса чараймӗ. Наполеонла плансем туса пурнăçлама тытăнатăр, хушма ӗç шырани пăсмӗ. Ӗçре кампа та пулин явăçса каясран асăрханмалла. Шухăшăрсене хăюллăнах пуçлăха пӗлтерни авторитетăра ӳстерӗ. Юратура ырă кӗтменлӗхсем пулӗç.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Кирлӗ ӗçсене ырана хăвармасăр пурнăçламалла, пуçлăхсемпе, ӗçтешсемпе вашават пулăр, должноçпа ӳстерме ыйтма вăхăт çитнӗ. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ япăх мар, çавах усăсăр теветкелленме кирлӗ мар. Савнисен юратăвӗ çирӗп, пӗр-пӗрне çилленнӗ мăшăрсем те килӗштереççӗ.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере çине тăраслăх кирлӗ, хăвăрăн шухăшăра пӗлтерме ан вăтанăр, пултарулăхăр пысăк. Пуçлăхăрăн интересӗ те сирӗн пата ӳсӗ, преми ыйтма пултаратăр. Савнисем лăпкăн ларма памӗç, пӗрле канма чӗнӗç. Хăш-пӗрисем кӗтмен парнеллӗ пулӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: