Сувар

Эрнелӗх гороскоп 24.04 – 30.04

ТАКА 21.III - 20.IV Пурнăçри çитес улшăнусене кӗтсе илме хатӗрленмелле, унсăрăн вăйлă хумханăва, туйăмсене пула депрессие кайма та пултаратăр. Эрне варринче çул çинче асăрхануллă пулăр. Енчен те епле те пулин талант пур-тăк, сирӗн тавра савăнакансем вырăнне ăмсанакансем пуçтарăнӗç. Асăрхануллăрах пулăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта ытларах пӗччен пулма тăрăшăр....

ТАКА 21.III - 20.IV

Пурнăçри çитес улшăнусене кӗтсе илме хатӗрленмелле, унсăрăн вăйлă хумханăва, туйăмсене пула депрессие кайма та пултаратăр. Эрне варринче çул çинче асăрхануллă пулăр. Енчен те епле те пулин талант пур-тăк, сирӗн тавра савăнакансем вырăнне ăмсанакансем пуçтарăнӗç. Асăрхануллăрах пулăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Çак тапхăрта ытларах пӗччен пулма тăрăшăр. Харпăр тавракурăма тепӗр хут пăхса тухса мăшăрпа хăвăр хушшăрти проблемăсене татса пама тăрăшăр. Вăй-хала ӳстерес тесен физкультура туни пулăшӗ. Эрне вӗçӗнче ӗçкӗ-çикӗсенчен пăрăнсан лайăхрах пулӗ. Укçа-тенкӗ енчен те йывăрлăхсем пур.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Эсир çын çине тухма юратни интереслӗ çынпа паллашма шанăç парнелӗ. Организма кирлӗ япаласем çитменнипе вăй-хал пӗтме пултарать, чирлесрен асăрханăр. Спортпа туслашни усă кӳрӗ. Перекетсӗр пулнипе тăкаксем нумайланӗç, уйрăмах харпăр предпринимательсен. Ӗçлӗ калаçусенче тимлӗ пулăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Харпăр амбицисене пурнăçлама питӗ лайăх вăхăт. Пуçаруллă пулма тăрăшăр. Сывлăха çирӗплетес тесен профилактика кирлӗ: массаж, диета. Ку эрне кивӗ проектсене çӗнӗрен пуçлама, йăнăшсене тӳрлетме ăнăçлă.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Харпăр пурнăçра пысăк улшăнусем пулмӗç. Килте эрнипех лăпкă пулӗ. Ку кунсенче кӗлеткене пиçӗхтерни сывлăхшăн усăллă пулӗ, вăй-хал та пухăнӗ. Куçман пурлăхпа, еткерпе, парăмсемпе çыхăннă ыйтусене çăмăллăнах татса паратăр. Ӗç инçе çулçӳревсемпе çыхăннă пулсан, проблемăсем пулма пултараççӗ. Укçăра çухатас­ран асăрханăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Ултава çакланса депрессие кӗрсе кайма пултаратăр, чиркӗве кайни пулăшӗ. Канăçсăр, хăрушă тӗлӗксем аптратма пултарӗç. Çанталăк япăхланни, васкама тивни, ӗçри чăрмавсем сывлăха хавшатӗç. Страховкăпа, еткерпе, куçман пурлăхпа, кредитсемпе çыхăннă ыйтусем тарăхтараççӗ. Тăрăшсан татса пама пултаратăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере хутшăнусене çăмăллăнах пăсма пулӗ. Тавлашу хускатас темесен тăвансемпе чăтăмлăрах пулăр. Хăлхапа пыра упрăр, шăнтма пултаратăр. Пуçпа, алăпа ӗçлени тата кану хушшинче шайлашу тупма тăрăшăр. Тӗрӗс апатлану çине ал сулсан сывлăхшăн япăх пулӗ. Çынсене тӗрӗс хаклама пӗлменнипе ӗçре çухатусем пулӗç.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере ӗçлени пысăк усă кӳнисӗр пуçне хӗвӗшӳпе, стрессемпе, канăçсăрлăхпа тарăхтарӗ, нервсене упрăр. Иммунитета çирӗплетмелле, чирлеме пултаратăр. Харпăр гигиенăна тытманнипе те проблемăсем сиксе тухӗç.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Çак тапхăрта хăвăра пур енчен те кăтартма пултаратăр. Ӗçӗ сценăпа е халăх умне тухса калаçассипе çыхăннисемшӗн эрне ăнăçлă. Мӗнпе те пулин ыраттарасран асăрханăр, чирлес темесен кӗлтăвăр. Ӗçпе, çемье бюджечӗпе, харпăр укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене хăнăхнă мелпе татса пама тăрăшăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çак тапхăрта çемьери проблемăсем, çывăх тăвансемпе харкашни кăмăла пăсӗ. Чăтăмлăх кирлӗ. Ку чухне пӗччен ăçта та пулин уçăлса çӳрени пулăшӗ. Эрне вӗçӗнче ӳксе ыраттарасран асăрханăр. Сӗтел-пукан улăштармалла мар, юсав ӗçне те ан пуçăнăр - кайран килӗшме пăрахӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнери паллашусене пӗлтерӗше ан хурăр, вӗсем кӗске вăхăта, усăсăр. Пултарулăхăра аталантарăр. Килте ӗçленӗ чух ыраттарасран асăрханăр. Укçа-тенкӗпе, суту-илӳпе ӗçлекенсен тупăш пысăк пулӗ. Улталанас мар тесен мӗнпур информацие лайăх тӗрӗслӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Обществăлла тата интеллектуаллă сфе­рăсенче тимлӗ те асăрхануллă пулăр - юлташла çыхăнусене татма пултаратăр. Урана йӗпетесрен асăрханăр, унсăрăн шăнăр туртса аптратӗ. Юн пусăмӗ улшăнса тăнипе пуç та ыратма пултарӗ. Енчен те татса паман ыйтусем е пурнăçламан проектсем юлнă пулсан, халӗ çав лару-тăрăва тӳрлетме пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: