Сувар

Эсир Анатолий Кипеч çыравçăна Шупашкарăн хисеплӗ çынни пулса тăма пулăшаятăр

Кăçал Шупашкарăн хисеплӗ гражданинӗ ята илме 8 çын кандидатурисене тăратнă. Шупашкарăн хисеплӗ çыннисем хулари мӗн пур общество транспорчӗпе тӳлевсӗр çӳреме пултараççӗ. Тата вӗсене пенси çумне хушса тӳлеççӗ. Çавăнпа та çак ята илес тесе ытларах пенсионерсем тăрăшнинчен паянхи кун тӗлӗнмелли çук пулӗ. Ыттисен хушшинче Чăваш халăх çыравçи Анатолий Ильич Кипечӗн ячӗ...

Кăçал Шупашкарăн хисеплӗ гражданинӗ ята илме 8 çын кандидатурисене тăратнă.

Шупашкарăн хисеплӗ çыннисем хулари мӗн пур общество транспорчӗпе тӳлевсӗр çӳреме пултараççӗ. Тата вӗсене пенси çумне хушса тӳлеççӗ. Çавăнпа та çак ята илес тесе ытларах пенсионерсем тăрăшнинчен паянхи кун тӗлӗнмелли çук пулӗ. Ыттисен хушшинче Чăваш халăх çыравçи Анатолий Ильич Кипечӗн ячӗ те пур. 35 кӗнеке авторӗ Чăваш Республикин тӗп хули тата илемлӗрех пултăр тесе нумай наука статйи çырнă. Хальхи вăхăтра http://gov.cap.ru/vote.aspx?id=1017&gov_id=81 сайтра сасăлав пырать. Вăл июнӗн 15-мӗшӗччен тăсăлать. Онлайн-сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсене администраци комиссийӗ шута илме шантарать. Çавăнпа та сирӗн 1937 çулта çуралнă çыравçăшăн сасă парса ăна пысăкрах пенси илме пулăшма май пур.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: